Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑйлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑйлӑ (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫуратса ӳсетрнӗ ҫакӑн пек улӑпа, ҫакӑн пек вӑйлӑ, хӑватлӑ ҫынна.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Канӑҫне ҫухатнӑ хӗрарӑм алӑкра кӗтнӗ ҫынни тӑнине курсан пӗтӗм иккӗленӗвне манса ун патне ыткӑнчӗ, арҫыннӑн вӑйлӑ ытамне кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Унтан сасартӑк Борисӑн вӑйлӑ аллисем хӗрарӑма ыталаса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Кил кунта, лар хӑвӑртрах, — илтрӗ Клава, ҫавӑнтах такамӑн вӑйлӑ аллисем хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑма хӑй ҫумне туртса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ытла та вӑйлӑ ыталатӑн эсӗ, ҫавӑнпах хӗрарӑмсем юратаҫҫӗ пулӗ сана, — ачаш кушак мӑрлатнӑ пек илтӗнет Лариса сасси.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Питӗ вӑйлӑ ҫумӑр хӑвӑрттӑн ҫывхарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав вӑйлӑ хӑват пӗр минутлӑха та, пӗр ҫеккунтлӑха та чарӑнса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пирӗн мӑн асаттесем мӗнле те пулин ҫынна питӗ вӑйлӑ хисепленӗ пулсан пире те ҫав ҫынна тата унӑн ӗҫӗсене хисеплеме кӑна мар, унӑн тавракурӑмне, унӑн шухӑшӗсене пӑхӑнма та вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

2008 ҫултанпа промышленноҫ производствин динамики ҫапла йӗркеленсе пынӑ, 2009 ҫулта чакнӑ /малтанхи ҫулхинчен 26 процент/, 2010- 2012 ҫулсенче вӑйлӑ аталаннӑ /2010 ҫулта - 11,9 процент, 2011 ҫулта - 11,7, 2012 ҫулта - 10,3/, 2013 ҫулта производство ӳсӗмне 0,5 процент таран чакарнӑ тата 2014 ҫулта ӑна 4,5 процент таран ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреймен пулин те, пирӗн команда вӑйлӑ йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи чуна тыткӑнлакан кӗрешӳре кайри те пулман, вӑй-хал енчен лайӑх хатӗрленнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Спартакиада пуҫланчӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%81%d0%b ... %87%d3%97/

Раҫҫей вӑйлӑ та ҫирӗп пултӑр, конкурентлӑх аталантӑр тесен пӗтӗм промышленноҫра ӗҫлеме рабочи профессисене вӗрентсе хатӗрлемелле — ҫитес пилӗк ҫул хушшинче миллиона яхӑн специалист кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Тӑванӗсем каласа хӑварнӑ тӑрӑх, Г.Козлов салтак 1942 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Атӑл урлӑ Сталинград хулине каҫнӑ чухне тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтра вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

1941 ҫулта ытти салтаксем пекех тӑшман вӑйлӑ тапӑнса пынипе каялла чакса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Хӑмпӑсем шӑтнӑ хыҫҫӑн ӗне выльӑхӑн ӳт температури чакать, сӗлеки ытла вӑйлӑ (кунне 2-4 литр таран) юхма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Ватӑ карчӑка пулӑшас тесе темӗнле арҫын вӑйлӑ аллине ун еннелле кӑнтарчӗ.

На помощь старухе протянулась чья-то крепкая мужская рука.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑнтӑрлахи вӑйлӑ ҫутӑ пӳлӗме кӗресрен чӳречесене ҫурри таран картланӑ.

Яркий дневной свет был наполовину затемнен прикрытыми ставнями.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Залра ҫав тери вӑйлӑ шӑв-шав хускалчӗ.

В зале поднялся невероятный шум.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вӑт вӑйлӑ та!

— Вот здорово!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кирек мӗн каласан та, ку кӗрешӗвех пулчӗ, унта пусмӑрҫӑсене чунтан курайманни те, хастарлӑхпа паттӑрлӑх та вӑйлӑ палӑрчӗ, кулӑшла вырӑнсем те (Урсэкие ҫав пӗчӗк сценӑсенче Хородничанупа Стурзӑна тата «мемме ачине» ытла та кулӑшла та мӗскӗн ҫынсем пек сӑнласа кӑтартрӗ) пайтах пулчӗҫ.

Что ни говори, а все-таки была борьба, с классовой ненавистью, с героикой, а порой и с комическими моментами (щедро показанными Урсэкие в сценках, где «героями» выступали Хородничану, Стурза или «маменькин сынок»).

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хирӗҫӳ вӑйлӑ пынӑ вӑхӑтра эпир ҫӗрулми чӑланӗнче канашлу ирттертӗмӗр…

В тот момент, когда борьба была в полном разгаре, мы совещались в чулане, где картошка…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех