Шырав
Шырав ĕçĕ:
Перси ҫӗрӗнче тата виҫӗ патша ҫӗкленӗ; кайран тӑваттӑмӗшӗ ҫӗрме пуянлӑхӗпе пуринчен те иртсе кайӗ, пуянлӑхӗпе вӑйланса ҫитсессӗн, ыттисене пурне те Греци патшалӑхне хирӗҫ тӑратӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавсенчен пӗринчен тепӗр мӑйрака шӑтса тухрӗ; малтан вӑл пӗчӗккӗччӗ, кайран ӳссе кайрӗ те кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата илемлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӑлчӗ, 10. вӑл тӳпе ҫарӗ патнех ҫитрӗ, ҫав ҫарӑн тата ҫӑлтӑрсен пӗр пайне ҫӗр ҫине шӑлса пӑрахрӗ те таптарӗ вӗсене, 11. вӑл ҫав ҫарӑн Ҫулпуҫӗ патнех ҫӗкленчӗ, Ӑна куллен кӳмелли парнесемсӗр тӑратса хӑварчӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлетрӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Куҫӑма уҫрӑм та курах кайрӑм: акӑ юханшыв хӗрринче пӗр сурӑх таки тӑрать; икӗ мӑйракаллӑ хӑй, мӑйракисем вӑрӑм, анчах пӗри тепринчен вӑрӑмрах, вӑрӑмми вара кайран ӳснӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кайран тӳресем ларӗҫ те унран ирӗкне-хӑватне туртса илӗҫ; ӑна пӗтерӗҫ, яланлӑха тӗп тӑвӗҫ.26. Затем воссядут судьи и отнимут у него власть губить и истреблять до конца.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Кайран эпӗ тата тепӗр тискер чӗрчуна куртӑм: вӑл барс евӗрлӗччӗ; ҫурӑмӗ ҫинче — кайӑк ҫунаттисем тӑваттӑ, ҫавӑ тискер чӗрчунӑн пуҫӗ те тӑваттӑ; ӑна ирӗк-хӑват панӑ пулнӑ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрремӗшӗ — арӑслан пек, анчах ҫунатлӑ, ҫуначӗ ӑмӑрткайӑкӑнни пек; кайран эпӗ унӑн ҫунаттине тӑпӑлтарса пӑрахнине куртӑм; ӑна ҫӗр ҫинчен йӑтса тӑратрӗҫ те, вӑл вара, ҫын пек, ури ҫине тӑчӗ, ӑна этем чӗрине пачӗҫ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кайран эсӗ акӑ мӗскер курнӑ: алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннӑ та ҫав кӗлеткене пырса ҫапнӑ, унӑн тимӗрпе тӑмран тунӑ урисем ҫине ӳкнӗ те вӗсене аркатса тӑкнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эхер те вӑл хӑй еткерлӗхӗнчен пӗр-пӗр чурине ҫӗр парсассӑн, ҫак парне чура аллинче ирӗке тухмалли ҫулччен ҫеҫ пулать, кайран ҫӗр каллех аслӑ пуҫлӑх патне таврӑнать.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ар кайран мана ҫурҫӗр хапхи витӗр Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умне илсе пычӗ, куртӑм вара эпӗ: акӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ Турӑ Ҫуртне тулчӗ, эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кайран мана хапха патне, тухӑҫ енне тухакан хапха патне, илсе пычӗ.1. И привел меня к воротам, к тем воротам, которые обращены лицом к востоку.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кайран мана Турӑ Ҫуртне илсе кӗчӗ, унта виҫрӗ те, пӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ ултӑ чике, тепӗр енчи юпан хулӑнӑшӗ те ултӑ чике пулчӗ, кӗлӗ чатӑрӗн сарлакӑшӗ ку.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Кайран мана ҫурҫӗр хапхи патне илсе пычӗ, виҫрӗ те — виҫи ыттисенни пекех пулчӗ.35. Потом привел меня к северным воротам, и намерил в них ту же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кайран вӑл мана кӑнтӑр хапхинчен шалти картишне илсе кӗчӗ; кӑнтӑр хапхине те виҫрӗ, унчченхи пекех пулчӗ.28. И привел он меня через южные ворота во внутренний двор; и намерил в южных воротах ту же меру.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӗҫӗн, тӗппипе ӗҫсе ярӑн, унӑн катӑкӗсене ҫуласа илӗн, кайран кӑкӑрна тӑпӑлтарӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вучаха кӗмӗл тата пӑхӑр, тата тимӗр, тата тӑхлан, тата хура тӑхлан пӗрле хурса кайран вӗсене вут ҫинче шӑратнӑ пек, Эпӗ сире пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа пӗрле пуҫтарӑп, хурӑп, шӑрантарӑп.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: пысӑк ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатлӑскер, вӑрӑм тӗклӗскер, мамӑклӑскер, тӗрлӗ тӗслӗскер, Ливан тӑвӗ ҫине вӗҫсе килнӗ те кедр тӑррине татса илнӗ, 4. унтан ҫамрӑк хунавсенчен чи ҫӳлтине татса илнӗ те, ӑна Ханаан ҫӗрне йӑтса кайса, сутуҫӑсен хулине хунӑ; 5. кайран ҫак ҫӗрӗн вӑрлӑхне илнӗ те ӑна вӑрлӑх ҫӗрне, хӑва хунавне лартнӑ евӗр, пысӑк шывсем хӗррине лартнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑнпа та калаҫ вӗсемпе, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль йӑхӗн ҫынни кам та кам хӑйӗн чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйӗн умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ҫав темӗн чухлӗ йӗрӗхе пуҫҫапакана хурав пама пултарӑп-и? тесе калать те.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ун ҫине Хамӑн серепене ывӑтӑп, ӑна Хамӑн танатапа тытӑп, кайран Вавилона, халдейсен ҫӗрне, илсе кайӑп, анчах вӑл ҫав ҫӗре кураймӗ, ҫавӑнта вилӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.