Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреме (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан Лавр ҫын тумӗпе ҫӳреме питӗ вӑтанчӗ, урамра кашниех ун костюмӗ ҫине тинкерсе пӑхнӑн туйӑнатчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля ӑна малтанхи упӑшкин пижамипе ӑшӑ тапочкисене пӳртре тӑхӑнса ҫӳреме парсан, хӑй ҫав ют япаласенчен мӗнле йӗрӗннине Лавр чылайччен манаймасӑр пурӑнчӗ, ҫапах та урӑх ним ҫукран вӗсене тӑхӑнмаллах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пыл чашӑкне лекнӗ шӑна ҫапла асапланать; вӑл пылне йӗкленичченех ҫисе тӑраннӑ ӗнтӗ, ирӗкре вӗҫсе ҫӳреме каясчӗ унӑн, анчах ӑна пыл ямасть: вӑл урасене те, ҫунатсене те ҫилӗм пек ҫыпӑҫнӑ, хӑй ҫумне яланлӑхах ҫыхса лартнӑ; унӑн пылакӗ те ӗнтӗ тӳсме ҫук йӳҫӗ, ҫапах тӳсес пулать, пур пӗрех вӑл хӑйӗн ҫирӗп ытамӗнчен вӗҫертмест.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пирӗн ҫула пӳлсех, пӗр кӗтӳ самӑр, шултӑра сысна «уҫӑлса ҫӳреме» картишнелле йывӑррӑн нӑрӑхлатса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ, хам журналист пулнӑ май, ытларах ҫуран ҫӳреме хӑнӑхнӑ; вунӑ ҫухрӑм вӑрман ҫулӗпе утасси маншӑн темех мар.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗр ман ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ те: — Чӑн та Ӑмӑрт кайӑк мар эсир, Баймашкин юлташ. Вӗҫме мар, хырӑмпа шуса ҫӳреме ҫуралнӑ эсир! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мана ҫӳреме кансӗртерех, Таня, эсӗ палатӑна кӗрсе ман кӗнекесене йӑлтах илсе тух-ха, конспекчӗсене хӑвар.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Эпӗ пӗр-пӗр фриц мар… тутӑрпа чӗркенсе ҫӳреме

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра вӑл ҫырлана, кӑмпана ҫӳреме юратать.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Эсӗ текех ҫӗр ҫинче утса ҫӳреме тивӗҫлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗренме те урӑх шкула ҫӳреме пуҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Анчах пӗччен ҫӳреме хӑраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗн пӗчӗкренех ҫӑпатапа ҫӳреме вӗреннӗрен-ши?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ вӑрманта ҫӳреме хӑнӑхманни такам куҫне те курӑнать пулӗ, тетӗп ӑшӑмра хама хам ятласа.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑнана ҫӳреме юратман Сергей Миронович нумай лармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ҫӳреме инҫерех те, эп сана машинӑсем тупсах хулана лартса ярӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Эсӗ ҫынсен арҫынӗсем пек тирпейлӗ ҫӳреме те пӗлместӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫын хушшине тухса ҫӳреме Микулан та, арӑмӗн те ҫийӗ-пуҫӗ пур.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чипер ҫӳреме тӑрӑш… унта хула.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫул ҫинче мӗскӗне персе ҫӳреме пирӗн община ҫӑпатапа сутӑ тумасть, — хуравларӗ Касмухха.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех