Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Океан лӑпкӑ; шурӑ пуҫлӑ тинӗс ӑмӑрт кайӑкӗсем шыв ҫийӗн ҫыраналла ишеҫҫӗ, ҫӗр ҫинчи ҫынсӑр шӑплӑха татӑкӑн-татӑкӑн, вӑрӑм кӑшкӑравпа янӑратаҫҫӗ.

Океан был спокоен; белоголовые морские орлы плавали над водой, держась к берегу и оглашая пустыную тишину земли резкими, удлиненными выкриками.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тӳрех палласа та илеймӗн хӑйне: тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫинҫе те пиҫӗ пилӗкне, лавкка пусминчен ҫӗлетнӗ хӑмӑр кӗпепе чӗнтӗрлӗ кӑвак саппун ҫийӗн, арҫын чӗн пиҫиххине ҫыхса янӑ, урине сӑран атӑ тӑхӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗрӗк сехет те иртмерӗ — вӑрманалла тӑсӑлакан ҫул ҫийӗн хурахсем хыҫҫӑн тусан кӑна мӑкӑрланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, аманнӑ хулпуҫҫи ыратнине пӑхмасӑр, винтовкӑна ҫӗклерӗ те калча ҫийӗн курӑннӑ пуҫ еннелле персе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн халь хӑйӗн те ҫунат хушӑннӑ тейӗн, вӗҫес килет тӗнче ҫийӗн, хӑйӗн телейне кашни ҫынна кӑтартас килет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман тӗксӗмленсех, вулӑсем ҫывхарсах пыраҫҫӗ, Тарт пуҫӗ ҫийӗн симӗс сунчӑксем тачӑ-тачӑ тӗвӗленеҫҫӗ, урисем кӑпӑшка кавире путаҫҫӗ; вӗҫен кайӑк сассисем шӑпланчӗҫ.

Лес становился темнее, ближе придвигались стволы, теснее сплетались над головой Тарта зеленые зонтики, ноги проваливались в пышном ковре, затихли голоса птиц.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Мачтӑсемпе ытти хатӗр-хӗтӗрӗн шап-шурӑ сӑнӗ ҫийӗн хӗрлӗ мӗлкесем куҫаҫҫӗ, саркаланса лӑпкӑн вӗлкӗшекен парӑссӑр — пысӑк савӑнӑҫ тӗсӗсӗр — пуҫне ытти пӗтӗмпех шап-шурӑ.

Розовые тени скользили по белизне мачт и снастей, все было белым, кроме раскинутых, плавно двинутых парусов цвета глубокой радости.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унта ешӗллӗхпе хӑйӑр ҫийӗн Каперна мӑрйисен ирхи тӗтӗмӗ сапаланса мӑкӑрланать.

Там над зеленью и песком лился утренний дым труб Каперны.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл ирӗн телейлӗ капӑрлӑхне, ҫап-ҫутӑ туратсен хушшинчи ҫыран хӗррине, йӑлтӑртатса выртакан кӑвак инҫете тӗлӗнсе сӑнать; горизонт ҫийӗн, ҫав вӑхӑтрах унӑн ури тӗлӗнче те, шӗшкӗ ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

С изумлением видел он счастливый блеск утра, обрыв берега среди этих ветвей и пылающую синюю даль; над горизонтом, но в то же время и над его ногами висели листья орешника.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӗтӗмпе явкаланнӑ сывлӑш кӑвайт ҫийӗн йӑлтӑртатса чӗтрет.

Над костром, перевитый дымом, сверкая, дрожал воздух.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Чӳречесен хӗрлӗ кӗленчи ҫийӗн тӗтӗм мӑрйисен хӗлхемӗсем ыткӑна-ыткӑна вӗҫеҫҫӗ.

Над красным стеклом окон носились искры дымовых труб.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — Дубельт портӗнче каҫхи ҫӑлтӑр ҫӗнӗ мачтӑн хура йӗрӗ ҫийӗн ҫиҫсе мӗлтлетрӗ.

Прошло еще мало времени, и в порте Дубельт вечерняя звезда сверкнула над черной линией новой мачты.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Океан ҫийӗн, аялтанах, сапаланчӑк пӗлӗтсем варкӑшса вӗҫеҫҫӗ.

Разорванные облака низко трепетали над океаном.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Паркра авкаланса юхакан шыври хӑяхлӑх ҫийӗн сапаланчӑк ҫурма ҫутӑра ватӑ йывӑҫсем тӗлӗрсе лараҫҫӗ.

Старые деревья парка дремали в рассеянном полусвете над осокой извилистого ручья.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капернӑри мӗн пур мӑрье ир пуҫласа каҫчен йӑсӑрланать, сакӑлталлӑ тӑрӑсем ҫийӗн тӗтӗм варкӑшса вӗҫет.

Все трубы Каперны дымились с утра до вечера, трепля дым по крутым крышам.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Шурӑ кӗрӗкпе шурӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскерне юр ҫийӗн уйӑрса илме те хӗн.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пуҫӗ ҫийӗн утиялпа пӗркӗнсе выртать.

Накроется одеялом и лежит.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кивӗ шӑлавар ҫийӗн кӑларса янӑ кӗрен футболки ун каяшпа та вараланнӑччӗ.

Розовая футболка, выпущенная поверх старых брюк, была даже загрязнена экскрементами.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пуҫӗ ҫине тӑхӑнтартнӑ михе ҫийӗн унӑн мӑйне мӑйкӑч туртса лартнӑ.

Поверх мешка, накинутого на голову, туго затянулась вокруг шеи петля.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чанасем, хӗпӗртенипе чакӑлтатса, тӗтӗм ҫийӗн ҫаврӑнкалама тытӑнчӗҫ — ӑшӑнма пухӑнчӗҫ.

Галки, горланя, закружились над трубой: погреться слетелись.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех