Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил унӑн ҫӳҫне тустарать, шурӑ пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпине варкӑштарать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шухӑшӑмсем мана сивӗ ҫил пек шӑнтса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кун пек йӗпе-сапара урам урлӑ каҫмалла мар пылчӑк ҫӑрӑлать пирӗн ялта, уяр ҫанталӑкра ҫил вӑштӑр хускалать те — тусан ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫил ҫӗкленет те, пахчасенчи тӗмсем, ҫыхланас мар ку усалпа, иртсе кайтӑр тенӗн, ҫӗр ҫумне харӑссӑн лӑпчӑнаҫҫӗ; капмар йӑмрасем аплах мӗскӗнленмеҫҫӗ, вӗсем тӗреклӗ кӗлеткисене танлӑн тытса мӑнаҫлӑн кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑй ташшинчен хӑй йӑлӑхса ҫитнӗн, ӳркевлӗн ташлать халь ҫумӑр; ҫил ывӑннӑ вӑйӑҫ аллинчи купӑс пек хашлатать — кӗввинчен ытла хашлатни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫумӑр ҫӑвать, шыв пӑтранса юхать, ҫил кӗпере вӗҫтерсе каяс пек силлет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Будкӑн тимӗр ҫивиттийӗ ҫинче ҫумӑр «ташлани» тата кассӑн-кассӑн ҫил кашласа иртни ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫил арманӗсем патне пӗве урлӑ каҫса ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫил арманӗсене ма труках аса илтӗн-ха, хӗрӗм? — ҫывӑрса илесси пулас ҫук кунта тесе пуль, амӑшӗ куҫне уҫрӗ те тӳрленсе ларчӗ, тутӑрне салтса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Электричество пур тесе, ҫил вӑйне пӑрахӑҫламалла мар.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗлтӗр вӑл ҫил арманӗсене виҫҫӗшне те юсаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑшӗн те пулсан ҫунаттисем ҫаврӑнмаҫҫӗ пулсан, тӳрех вӗҫтерсе ҫитет те: «Мӗн пулчӗ? Ҫил пур ҫӗртех ма авӑрмасть арман?» — тет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пирӗн совхоз директорӗ Нестор Яковлевич Пушкарев ҫил арманӗсем епле ӗҫленине пӗр самант та куҫран вӗҫертмест, сӑнасах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫырма леш айккинче ҫил арманӗсем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ял хуҫалӑх центрӗн тӗп агрономӗ Марина Алексеева тырӑ тата пӑрҫа уйӗсенче тымар чирӗ- семпе сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ пуррипе ҫуккине тата ҫумӑрпа вӑйлӑ ҫил вырттарса сиен кӳме пултарнӑ лаптӑксене шута илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Ҫил тӑвӑл тухсан, ҫумӑр ҫусан та пытанса пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Таранов хӑйӗн шухӑшӗпе хавхаланса ҫил арманӗ майлах хӑлаҫланчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта, ҫемҫе палас ҫинче, Маринэ пӗр хушӑ ҫил армань ҫуначӗсем пекех вӑр та вӑр ҫаврӑнчӗ — ҫине-ҫинех сальто турӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӑрьере ҫил улать, тулта ҫенӗк алӑкӗ чӑл-пар арканасла хӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта ҫил-тӑман урам варринчинчен темиҫе хут вӑйлӑрах: сивӗ ҫил кастарать те кастарать — ыталашса тӑрсан та ӑшӑнма ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех