Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастар сăмах пирĕн базăра пур.
хастар (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫалхи ҫуркунне хӗрӳ те хастар.

Куҫарса пулӑш

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Ҫапах чӑтӑмлӑ та ӗҫре хастар.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Производствӑна аталантарма тесе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе те хастар утӑмсем тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Вӑрнарсем агроволонтерсен «Ялта чи лайӑххисем» слетне йӗркелеме тата ирттерме хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Халӑх хастар хутшӑннипе 120 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Халӗ, акӑ, вӗсем хамӑр районтан мобилизациленнӗ граждансене тӗллевлӗ пулӑшма йӗркеленӗ «ZOV Вурнары» ушкӑн ӗҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Пӗрлехи ӗҫе пӗтӗмлетнӗ май, организацин чи хастар участникӗсене палӑртмасӑр май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Ачасемшӗн те, пирӗншӗн те пӗлтерӗшлӗ, усӑллӑ ку тӗлпулусене чи хастар патриотсенчен пӗри – Николай Иванович Васильев - йӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн ӗҫченӗсем, районти хастар ҫамрӑксем вӗсене комплектлас ӗҫе ҫула тухас умӗн вӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Сергей Артамонов вице-премьер АПК-ра тӑрӑшакансем ял хуҫалӑх ҫулталӑкӗнче хастар тимленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

Сӑмахран, Шупашкар районӗнче нумай проект пурнӑҫланать, Патӑрьел, Тӑвай, Комсомольски районӗсем, ыттисем хастар.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Анчах, тӗлӗнеҫҫӗ регион министерствисенче: ҫав программӑсене хутшӑнас тӗлӗшпе темшӗн мӗнпур хулапа районах хастар мар.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Хӑй вӑхӑтӗнче чи хастар вӗренекенсенчен пӗри пулнӑ Андрей Орлова учительсем те, Герой парттине уҫма хутшӑннӑ хӑнасем те ырӑпа аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулӗнче - Герой партти // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11795-t- ... roj-partti

Ку шкулта партта хушшине ларса ӑс-тӑн илнӗ, спорта вӗҫӗмсӗррӗн юратнӑ, обществӑлла активист пулнӑ хастар ҫамрӑк халӗ - кашниншӗн хӑюлӑх, ыттисемшӗн хӑйне шеллеменнин, Раҫҫейӗн чӑн-чӑн гражданинӗн тӗслӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулӗнче - Герой партти // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11795-t- ... roj-partti

«Чувашия» гостелерадиокомпани радиовӗнче музыка редакторӗнче ӗҫлет, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен «ХАСТАР» организацине те ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Унта шӑпах та республикӑри чи хастар, ҫитӗнӗвӗсемпе паллӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ ҫемьесем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Унсӑр пуҫне районти кашни мероприятие тенӗ пекех ирттерме пулӑшаҫҫӗ, вӗсене хӑйсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Районта чи малтан ҫак пуҫаруллӑ та хастар утӑма тӑваканӗ - Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкул.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Вӑл хастар — ӗҫе тухсассӑн, Ячӗ-сумӗ ял ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Эсир хастар: малтан Юпитер хуҫаланать, вырсарникун Нептун кайӗ.

В вашем знаке активность: сначала прямым стал Юпитер, а в грядущее воскресенье прямо пойдет и Нептун.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех