Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утрӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петӗр, икӗ аллине те шӑлавар кӗсйине чиксе, каллӗ-маллӗ утрӗ, лӑпсӑркка куҫ харшийӗсене выляткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье, эсӗ те аҫу хӑраххиех тенӗ пек, тутине пӑрса ывӑлӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те урӑх нимӗн те шарламарӗ, лавккине тултан ҫӑрапа питӗрчӗ, уҫҫине хӗвне чикрӗ, крыльцаран васкамасӑр анса, пӗчченех тӑвалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сирӗннех ҫитес ҫук та, айтӑр, кӑтартам эппин, — тесе, хуҫа малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушка тӳрех Петр Петрович ҫурчӗ еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку аттен пуҫӗ лаштах усӑнчӗ, аран-аран тӑрса, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ, пӳртрен никампа сывпуллашмасӑрах тухрӗ, ун хыҫҫӑн хуҫан хаяр йытти ҫеҫ сӑнчӑртан карӑна-карӑна вӗрсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, чиркӳ алӑкне питӗрсе илем-ха хӑть тесе, унталла утрӗ, малтан шалта кам та пулин юлнипе юлманнине тӗрӗслеме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑра сухалӗ самаях кӑвакарма пуҫланӑ ҫын, урисене аран ылмаштарса, пӗлтерӳ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, кӗрӗк кӗсйинчен хыпалансах кӑмрӑк татӑкӗ туртса кӑларчӗ, иккӗмӗш ыйтӑва хура йӗрсемпе турта-турта тухрӗ, тайкаланса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумайччен утрӗ вӑл, апла та, капла та виҫсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар каллӗ-маллӗ утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье пӳрте кӗчӗ, Сахар ҫаплах каллӗ-маллӗ утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каярах анатӑп эпӗ, — хуравларӗ те хуҫа пахча алӑкӗ еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлне ерипен ҫӗклесе хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ, никама ним сӑмах каламасӑр килӗ еннелле хыпаланса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял Советӗнчен тухсан, Сахар ниҫта та чарӑнса тӑмарӗ, тарӑн шухӑша путса, Паласкас урамӗпе килнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лавккинче сутӑ тӑвакан тумпах — кивеле пуҫланӑ хура костюм, пӑхӑр тӗслӗ сатин кӗпе, кӑшӑллӑ карттус тӑхӑннипех — ял Советне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт аллине сулса пӳрте кӗме сӗнсен, хӗр те ыттисем хыҫҫӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эсир, кӳршӗсем, кӗрӗр халь манпа пӗрле, — кил хуҫи картишне тухакан крыльца еннелле утрӗ, ун хыҫҫӑн — кӳршӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑҫтук, мулла ҫине пӑхмасӑрах, йӑмӑкӗ пӑрахса хӑварнӑ пушӑ витрине илсе каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пушӑ витрине сулкаласа, хирӗҫри ҫурт еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ чӑн-чӑн паттӑр пек ахӑрса ҫӳренӗ Ваҫка, хӑй ҫинчи кукша Антуна пӑхӑнса, вӑл мӗн хушнине итлесе, йывӑҫсем хушшинчен тухрӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, пуҫне усса, ун патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫка, ун патне ҫитсен, пуҫне каҫӑртса ҫӳлелле пӑхрӗ, юрать-ха улӑхса кайма ӗлкӗртӗн, унсӑрӑн тенӗ пек, мӑйракине сулкаласа илчӗ, малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех