Шырав
Шырав ĕçĕ:
Е эпӗ урӑхла май тупсан?
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Юрласса та вӗсем хӑйсене хурӑм, урӑхла кӗвӗпе юрлаҫҫӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Сӗреке ҫакӑн тӑршшӗ тепӗр иккӗ пулсан, тӳрех пӗтӗм пулла сӗтӗрсе кӑларма пулатчӗ те, ну, юрӗ, урӑхла майлашӑпӑр, — сӑмах хушрӗ Хӗлип мучи.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Нумай япала-пулӑм ҫине пачах та урӑхла пӑхма тытӑннине, туслӑхпа пӗрлӗх туйӑмӗ вӑйланнине пытармасть.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Служба тивӗҫӗпе те мар, урӑхла тума пултарайманнипе вӑл, хӑйӗншӗн те хӑрушлӑх пуррине пӑхмасӑрах, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма васканӑ.
Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn
Эп урӑхла калатӑп: ҫапӑҫмалла пулсан — ҫапӑҫӑр.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӗрккепе ун ашшӗ-амӑшне ҫапла мӑшкӑлламан пулсан халь Алттышпа вӑл урӑхла калаҫатчӗ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вара ҫуркунне ҫывхарса килнине кура турхансемпе ҫӗрпӳсем урӑхла шут тытрӗҫ — Мамич-Бердейпе ҫапӑҫма хамӑрӑнах вӑй ҫитет терӗҫ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пирӗншӗн, иксӗмӗршӗн, урӑхла пурнӑҫ пуҫланать халь.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах ӑшра нимле кӳренӳ те пулмарӗ: вӑл кунти тӳре-шара ӑна урӑхла йышӑнасса кӗтмен те.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эпир ҫӗнтерсен урӑхла калаҫатӑн та-ха эс, Алттыш мӑрса.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ялсем тӑрӑх кайсан ҫул вӑрӑмланать ӗнтӗ, анчах урӑхла май ҫук.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унти мӑрсасем пирӗн майлӑ пулсан эпир вырӑссемпе урӑхла калаҫӑттӑмӑр та-ха…
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чаплӑран та чаплӑ мӑрса, пире ҫапла тарават йышӑннӑ Мамич-Бердей ман нуратдин пулать, урӑхла каласан, ханлӑхран ман вырӑна юлакан ҫын тата мӗн пур ҫарсене ертсе пыраканӗ, сераскир.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хисеплӗ хаджи Усеин-Сеит ман визирь пулать, урӑхла каласан, мана пулӑшакан пӗрремӗш ҫын, — терӗ вӑл.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халь ӗнтӗ пачах урӑхла калаҫу пуҫланчӗ.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халь урӑхла пурнӑҫ пуҫланчӗ ав.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку вӑл пачах урӑхла ӗмӗт, Сарыев мӑрса.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫапла кӗл тӑвать ҫав, урӑхла мӗнле пултӑр? — килӗшрӗ Элӗк.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Урӑхла та пулма пултарнӑ, — калаҫу самантлӑха чарӑннине кура сӑмах хушрӗ Янчура.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.