Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Начальник текех Го Цюань-хайпа калаҫса тӑмарӗ, ватӑ Чу енне ҫаврӑнчӗ:

— И не уделяя больше внимания Го Цюань-хаю, начальник обернулся к старику Чу:

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ҫук, нимен те тупман, начальник, нимӗн те!.. — текех чӑтса тӑраймасӑр, Лю Гуй-лань кулса ячӗ.

— Да нет, ничего не нашла, начальник, ничего!.. — не выдержав, прыснула Лю Гуй-лань.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑйне виҫӗ ҫул хушшинче ӗҫре кӑтартсан, ун ҫине текех помещик ҫемйинчен тухнӑ хӗрарӑм ҫине пӑхнӑ пек пӑхмаҫҫӗ.

Если она честно проработает три года, к ней не будут больше относиться, как к женщине из помещичьей семьи.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑшпӗр активистсем Хоуна текех хресченсен союзне те кӗртесшӗн пулман, Вӑрӑм Ура Ян Братишкӑран та вунӑ хут начар, тенӗ вӗсем.

Некоторые активисты требовали не пускать Хоу больше в крестьянский союз, утверждая, что этот длинноногий в десять раз хуже Братишки Яна.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ли Лань-инӑн упӑшки вилнӗ, ҫавӑнпа Хырса Пухакан Тан ҫемйипе текех ӑна нимӗн те ҫыхса тӑман.

Так как муж Ли Лань-ин умер и ее ничто больше не связывало с семьей Тана Загребалы,

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫынсем ӑна курайман, анчах уншӑн ку пӗрех пулнӑ: вӑл текех хӑйне юратман.

Люди презирали его, но ему уже было все равно: он больше не уважал себя.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ытти ялсенчен пӗлтернӗ хыпарсем те пӗр япала ҫинченех калаҫҫӗ: пурлӑх текех ҫук, ҫынсене ахалех чӑрмантаратпӑр.

Сообщения из других деревень подтверждали одно и то же: ценностей больше не было, и люди напрасно расходовали силы на их поиски.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗҫпӑшал текех тупӑнмарӗ.

Оружия больше не находилось.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем килмеҫҫӗ, авалхи вӑхӑтсем те текех нихҫан та таврӑнмаҫҫӗ.

Они не придут, и старые времена тоже никогда не вернутся.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кай та, гоминдан бандисем ҫинчен текех ан шутла.

Иди да о гоминдановских бандах и думать забудь.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Текех шӑпланса тӑмастӑп.

— Больше молчать не стану.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Гуй-лань текех вӑл законсене пӑхӑнмасть.

Лю Гуй-лань им не подчиняется.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Текех чӗрӗлеймӗҫ, кун курмӗҫ Ытарлӑ ирхи ӗмӗтсем…

В душе никогда не воспрянут Рои погребенных в ней грез…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Текех чӗрӗлеймӗҫ, кун курмӗҫ Ытарлӑ ирхи ӗмӗтсем…

В груди никогда не воспрянут Рои погребенных в ней грез…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл халь-халь йӗрсе ярас пек пулнӑ, имшер аллисемпе текех кӑкӑрне тата мӑйне чӑрмаланӑ.

Он почти плакал и всё как-то царапал тонкими, слабыми руками грудь и шею себе.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн умӗнчен текех пӗлӗш купецсен, хулари ятлӑ ҫынсен фамилийӗсем вӗлтлете-вӗлтлете иртнӗ, вӗсене Ежов — е хӑюллӑн вӑтаран кастарнӑ, е хисеплӗн йӗп пек ҫинҫе сӑннипе тивертнӗ.

То и дело пред ним мелькали знакомые фамилии купцов и именитых горожан, которых Ежов язвил то смело и резко, то почтительно, тонким, как игла, жалом.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пуҫӗ ун хулпуҫҫийӗсем ҫинче текех вӗлтлетсе, ҫаврӑнса тӑнӑ, ҫакна пула, Фома ӑна сӑнаса та ӗлкӗреймен, вӑл ӑна ҫакӑншӑн ҫилленнӗ, хӑй ҫумӗнчен тӗрте-тӗрте ярса, тарӑхса кӑшкӑрнӑ:

Голова неустанно вертелась на его плечах во все стороны, так что Фома не мог рассмотреть его лица, сердился на него за это и всё отталкивал его от себя, раздраженно вскрикивая:

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ун патне текех тӳлевсем пирки пынӑ, грузсем турттарма тӗрлӗ сделкӑсем сӗннӗ, служащисем вӗт-шакӑр ӗҫсемпех ун патне ҫӳренӗ, ӗлӗк чух ун пек ӗҫсене вӗсем унсӑрах, хӑйсен тиветкелӗпех ирттернӗ пулнӑ.

К нему то и дело обращались за платежами, предлагали ему сделки по перевозке грузов, служащие обращались с такими мелочами, которые раньше не касались его, выполняемые ими на свой страх.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Текех юрлать… пит аван юрлать… илӗртмелӗх пур.

— Всё поет… очень хорошо поет… соблазн большой!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хресченсен союзӗнчен Чжан Фу-ина кӑларса ҫапнӑ хыҫҫӑн, Ли Чжэнь-цзяна текех ҫул пулмарӗ.

После изгнания из крестьянского союза шайки Чжан Фу-ина, Ли Чжэнь-цзяну пришлось худо.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех