Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпӗрленсе тӑракан хӗрачасене хулпуҫҫийӗпе хирсе сирсе ярать.

Раздвигает плечом толпу.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Атте вӗсене аяккалла сирсе пӗрмай ура ҫине тӑма пикенет:

Отец, отталкивая их, всё пытался встать:

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Матрена инке Васька умӗнче ним хускалмасӑр тӑрать, вӑл унӑн ҫамки ҫинчи сарӑ ҫӳҫ пайӑркине аяккалла сирсе хучӗ те, чӳрече патне пырса, нумайччен ҫулӑм пек каҫхи шуҫӑм ҫине пӑхса тӑчӗ.

Тетя Матрена неподвижно стояла у постели сына, потом откинула с его лба белесую прядь волос, подошла к окну и долго смотрела на пылающую зарю.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑйне тыткаламалли йӗркесемпе йӑласене сирсе пӑрахса, Валерия триклиние пырса кӗчӗ, унта савӑнӑҫлӑ сӑн-питпе пырса кӗме, унти ӗҫке хутшӑнма шутларӗ.

И Валерия, откинув в сторону все доводы приличия, все правила осторожности и предусмотрительности, пошла в триклиний, где в этот вечер шел кутеж.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӗр дворник халӑха сирсе кӗчӗ те йӑтӑ ҫурине ӗнсинчен йӑтса илсе тухса кайрӗ.

Какой-то дворник растолкал толпу, взял собачку за шиворот и унес.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Анчах вӑл куҫсем улталарӗҫ тесе, ӗмӗтӗмсем ҫеҫ ӑна савтарасшӑн тесе, ҫав шухӑша ҫийӗнчех сирсе ячӗ.

Но он тотчас же отогнал далеко от себя эту мысль, как чудовищную фантазию своих желаний.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Маччаран тӑватӑ светильниклӑ тӑхлан лампа ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсем каминри ҫулӑмпа пӗрле пӳлӗмри тӗттӗме кӑштах сирсе тӑнӑ.

С потолка свешивалась жестяная лампада в четыре фитиля, которая вместе с огнем, ярко пылавшим в очаге, рассеивала тьму, царившую в этом подземелье.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унтах ҫилпе сулланакан хунар ҫакӑнса тӑнӑ, вӑл, пылчӑкла тӑкӑрлакри яланхи тӗттӗме аран ҫеҫ сирсе, мӗскӗн Венерӑна ҫутатнӑ тата иртен-ҫӳренсене таверна алӑкӗ тӑрринчи типӗ турата курса тӑма май панӑ.

Фонарь, раскачиваемый ветром, освещал эту жалкую Венеру, но она ничуть не выигрывала от того, что ее можно было лучше рассмотреть, все же этого скудного освещения было достаточно, чтобы привлечь внимание прохожих к высохшей буковой ветке, прикрепленной над входом в таверну, и несколько рассеять мрак, царивший в этом грязном переулке.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ирхине вӑл каллех ыйӑх пуснине ниепле те сирсе яраймарӗ, вырӑн ҫинчен ирӗксӗрех тӑчӗ те вара пуҫланчӗ Джоннин яланхи кунӗ: ирхи начар апат, тӗттӗм урӑм тӑрӑх пырасси, фабрика картишне кӗнӗ ҫӗре ҫурт тӑррисем урлӑ курӑнакан шурӑ ҫутӑ…

На следующее утро мать снова вырвала его из цепких объятий сна; затем опять последовал скудный завтрак, выход из дома в темноте и бледный проблеск утра, к которому он повернулся спиной, входя в фабричные ворота.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Одеялне пӗр вӗҫӗнчен тытса сирсе пӑрахма хӑтланать вӑл, анчах ачи ҫав вӑхӑтра, ҫапкаланма пӑрахса, мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран одеялне ярса тытать.

Она ухватилась за одеяло и попыталась стянуть его с мальчика, но он, перестав колотить кулаками, отчаянно вцепился в него.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Анчах вӑл ҫак шухӑшсене сирсе ячӗ.

Но он не долго рассуждал.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Сывлӑш та темскерле, хӑрушлӑхпа тулнӑнах туйӑнать, ҫын хӑйне хӑй асӑрхарӗ, вӑл хӑй аллисене малалла тӑса-тӑса хӑй куҫне курӑнман хӑрушлӑха ҫилпе вӗлтӗртетсе тӑран палаткӑ стенисене сире-сире янӑнах, сирсе янине асӑрхарӗ.

И самый воздух вокруг дышал угрозой так неотступно, что он невольно поднял руки, отстраняя эту угрозу, словно полотнище колеблемой ветром палатки.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Лось вӑйне шеллемесӗр ӗҫлет, чӑн та, пӗрлехи телей синкерне машинӑсен мӗнле те-тӗр комбинацийӗ сирсе яма вӑй ҫитерессе хӑй те ӗненместпе пӗрех.

Лось работал не щадя сил, хотя мало верил в то, что какая бы то ни было комбинация машин способна разрешить трагедию всеобщего счастья.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось кӑшкӑрать — сирсе пӑрахнӑ утиялсен хушшинче тӑрать, марля-бинт пичӗ ҫине ӳкнӗ.

Кричал Лось, — стоял среди раскиданных одеял, — марлевый бинт сполз ему на лицо:

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унтан Гусев Лось аллине сирсе аялалла, шахтӑналла, пӑхнине курчӗ.

Затем, Гусев увидел, как Лось отнял руку и взглянул вниз, в шахту.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось мӑка сирсе тасатрӗ те алӑка аран-аран уҫрӗ.

Лось разгрёб мхи и с трудом отворил её.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Аэлита тӗкӗрӗн тӗтреллӗ сийне тӗсеме чарӑнмасть-ха, ашшӗн уншӑн хӑрушӑ, пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те хӑрушӑ сӑнне умӗнчен сирсе яраймасть.

Но Аэлита всё ещё всматривалась в туманную его поверхность, всё ещё видела страшное ей, страшное всем живущим лицо отца.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Усалпа ҫывӑххине хӑвӑнтан сирсе ывӑт, хӑвӑн курайманлӑхна пӳрт урати айне чавса чик.

Удали от себя всё сродное злу, закопай свою ненависть под порогом хижины.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Зал пуш-пушӑпа пӗрех; унта-кунта выртакан темиҫе пукан, сӗтел — пӗр кӗтесӗнче сирсе пӑрахнӑ ҫӑмламас ейме, апат-ҫимӗҫӗн ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ юлашкисем, стена ҫумӗнче лутра темиҫе диван, чул урайӗнче — консерв шӑвӑҫ банкисем, ҫӗмрӗк кӗленче савӑтсем, тӗлӗнмеллерех темӗнле ӗлкеллӗ, алӑк тӗлӗнче тӑракан машина е вӑрҫӑ хатӗрӗ — дисксемпе, шариксемпе тата металл тетелпе.

Зала была почти пуста, несколько опрокинутых табуретов, стол с откинутой в одном углу мохнатой скатертью и блюдом с истлевшими остатками еды, несколько низких диванов у стен, на каменном полу — консервные жестянки, разбитые бутыли, какая-то, странной формы, машина, не то орудие — из дисков, шаров и металлической сети, стоящая близ дверей.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем курӑксене сирсе пыраҫҫӗ, кашни вӗтлӗх тӗмине сирсе хыпашласа пӑхаҫҫӗ.

Они раздвигали руками траву, осматривали каждый куст, обшаривали дую кочку.

Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех