Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

республикӑри (тĕпĕ: республика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн делегацине ертсе кайнӑ Зоя Ананьевна ҫапӑҫура маттура тухнӑ салтаксемпе офицерсене республикӑри ӗҫ ҫыннисен ячӗпе тав туса грамотӑсем те пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Октябрь уйӑхӗн юлашки кунӗсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» кану лагерӗнче республикӑри ҫамрӑк шыравҫӑсен слечӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыравҫӑсем – слетра // Иван Филиппов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%88%d1%8 ... %80%d0%b0/

— Кун пек йӗркепе республикӑри, Раҫҫейри больницӑсем, поликлиникӑсем тахҫантанпах усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Паян та республикӑри кашни ҫын Раҫҫей шӑпишӗн тата пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханать.

Уверен, что каждому жителю республики и сегодня небезразличны судьба и будущее России.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

Анчах ҫав вӑхӑтрах хамӑр республикӑри ял ячӗсене тӗрӗс куҫараймаҫҫӗ.

Но при этом не могут правильно перевести названия деревень нашей республики.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Чӑннипе ку япала пӗрре те тӗлӗнтермелле мар-ха та ӗнтӗ, анчах кулленех республикӑри хаҫатсен сайчӗсемпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн — тӗлӗнтерет.

На самом деле это не должно удивлять, но после того, как ежедневно работаешь с сайтами республиканских газет — удивляет.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.

На прошлой неделе состоялся первый республиканский фестиваль хореографического творчества «Ташӑ эрешӗсем».

«Ташӑ эрешӗсем» хореографи конкурсӗнче гран-прие тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33280.html

Чӑваш наци музейӗ тата республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗ сентябрь уйӑхӗнче «Салтаксене сӑмса тутри парнеле» акци пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксене – парне // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b5/

Ансамбль ачасен тата ҫамрӑксен «Дерзай, твори!» наци творчествин республикӑри конкурсӗнче «Народный и национальный вокал» номинацире I степеньлӗ лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ташӑра та маттур, юрӑра та сатур // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d1%82%d0%b ... %83%d1%80/

Республикӑри ҫар комиссариачӗ Раҫҫей Оборона министерствин вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрес текенсен йышне те палӑртма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи призыв мӗнле пулӗ? // Бахтиер ХОЛИКОВ. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d1 ... 83%d0%bbe/

Ҫулсеренех хамӑр районти, республикӑри ытти районсенчи тата урӑх регионсенчи ачасем канса сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Юлашки пилӗк ҫул хушшинче республикӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче «Единая Россия» парти проекчӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ «Ҫӗнӗ шкул» программӑпа килӗшӳллӗн 220 шкул автобусӗпе тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur

Иртнӗ ҫул «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ шайӗнче республикӑри ялсенче 5 ҫӗнӗ ФАП туса лартнӑ, ҫав шутра Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче те 2021 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче модульлӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Паянхи кун республикӑри ялсенче ҫурт тума пултаракан аккредитациленнӗ вуншар подрядлӑ организаци ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9783-yalta-p ... nsem-valli

Тӗлпулӑва республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен руководителӗсем, Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗн, Роскомнадзор представителӗсем хутшӑннӑ.

Во встрече приняли участие руководители республиканских средств массовой информации, представители Регионального центра управления Чувашии, Роскомнадзора.

Ӗҫтешӗмӗре саламлатпӑр, пӗрле савӑнатпӑр! // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9985-ctesh-m ... sav-natp-r

Алина хӗрӗ районти тата республикӑри ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla

Ҫултан-ҫул ялхуҫалӑх ӗҫченӗсен районти, республикӑри уявӗсенче ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн хисеп хучӗсемпе парнесене илнисӗр пуҫне А.Б.Новикова «Чӑваш Республикин ялхуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн ялхуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

А.Б.Новикова ертсе пынипе «Коминтерн» ЯХПК аталану ҫулӗпе курӑмлӑн утса пырса районти тата республикӑри малта пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Унта республикӑри ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, предприяти-организацисем Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне тӑшӑ ентешсене пулӑшма укҫа куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑхӗ нимелле ӗҫлет // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/chavash-xalaxe-ni ... eclet.html

Вӗсем вара республикӑри мӗнпур тытӑма пырса тивмелле.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех