Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канашри райпон туслӑ йышне Валентина Козлова председатель ертсе пынӑ, тутлӑ апат-ҫимӗҫе тупӑшу валли Наталия Егорова технолог тата Ирина Майорова аслӑ повар хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш райповӗн апат-ҫимӗҫне пысӑк хак панӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0% ... b0%d0%bda/

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче Данилов-Чалдун хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ, тӑшманпа пӑттӑррӑн ҫапӑҫса ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Вӑл вулӑс комитечӗн секретарӗ, парти шкулӗн курсанчӗ, Томск округӗнчи партком ҫумӗнчи чӑваш тата тутар; пайӗн заведующийӗ, парти райкомӗн секретарӗ пулнӑ — ӗҫре куллен ӳссе, пусӑмран пусӑма хӑпарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Килтех пулнӑ лешӗ, тумланнӑ та чирлӗ партизан патне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Тӑхӑр куна пынӑ юнлӑ ҫапӑҫу.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Редакцирен: Аркадий Павлович Айдак Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнчи «Лениская искра» хуҫалӑха 44 ҫул ертсе пынӑ, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерациӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ, 1988-1991 ҫулсенче СССР халӑх депутачӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Ҫак культурӑна ҫитӗнтерессипе совет саманинче Чӑваш Ен малта пынӑ – ҫӗршыври мӗнпур хӑмлан 95 процентне туса илнӗ, ӑна пысӑк йышпа ют ҫӗршывсене экспорта ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Пухӑннӑ вӗренӳ хатӗрӗсене учреждени специалисчӗсем профилактика рейчӗсем пынӑ вӑхӑтра палӑртнӑ йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене валеҫсе парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вӗренме кайма пулӑш» акци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫемье ҫулсерен пысӑкланса пынӑ, Шарафуковсен килне «ҫӗнӗ кайӑк» вӗҫсе килсех тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

1979 ҫулхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулта биологипе хими предмечӗсене ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Кабинетран кабинета куҫса пынӑ май тунӑ ӗҫсен калӑпӑшӗпе паллашатӑн.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ – вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев ертсе пынӑ комисси тӗрӗсленӗ вӗренӳ организацийӗсем пурте ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн информаципе методика центрӗн аслӑ методисчӗ Сергей Скворцов ертсе пынӑ ушкӑн А.В.Игнатьев ячӗллӗ «Улӑп» физкультурӑпа спорт комплексӗпе Ырсамайри Спорт шкулӗнче, Елчӗкри «Солнышко», «Чебурашка» ача сачӗсенче, Курнавӑшри, Ҫӗнӗ Пӑвари тата Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулсенче пулса курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Палӑртмалла: вӑл Шупашкара 2002-2010 ҫулсенче ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине чысланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35750.html

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑри ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсене 14-18 ҫулхи 13,7 пин ача ӗҫ шыраса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр пин ытла ҫамрӑк ача ҫуллахи каникул вӑхӑтне ӗҫ тупнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... ln-3334089

Ӑна Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Назаров студентсен кампусне тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗрӗсленӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

«Иглин хыпарӗсем» редакци ӗҫченӗсем уй-хире килнӗ вӑхӑтра Леонид Анатольевич тулла валем туса ҫапассине вӗҫлесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Эппин, кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тытӑр.

Так что доставайте давно отложенные в долгий ящик и вперёд.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтра ҫулпа сӗт турттаракан машина пынӑ.

В это время по дороге ехал молоковоз.

Елчӗк районӗнче мопедист сӗт турттаракан машина айне пулнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35711.html

Вӑл ҫуран та, хӑйӗн юратнӑ ӑйӑрӗ сиккипе пынӑ ҫӗрте те пӗр пекех тӗл перет.

Он одинаковo метко стреляет и пешим, и на скакy на своем любимом жеребцe.

"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/eme/2023-08-12/b ... le-3384390

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех