Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

персе (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Енчен йытӑ хуҫине ҫыртма пуҫларӗ пулсан ӑна пахчана илсе тухса персе кӑна пӑрахаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Темле ҫын ланккаса ҫӳретчӗ, — персе ячӗ Якуте ывӑлӗ — Пирӗнпе вырӑсла калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн хан ҫыннисем персе ҫитсен мӗн калас?

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам шутлама пултарнӑ ӗнер муллапа ун хуралҫисене ухӑпа персе ӑсатнӑ тесе!

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫма юрать, ял-йышсем, анчах сӑмаха персе янӑ чух пахмата та пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан тат, эпӗ малтан куртӑм, эпӗ!.. — кӑшкӑрса персе ҫитрӗ каллех Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Пӗр шӑши хӑвармаҫҫӗ, — ӑнсӑртран персе ятӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Хӑш вӑхӑтра мӗнле сӑхса-чавса илнине асӑрхаса юлаймарӑм, ҫенӗк ҫинче вара кушакӑн ула-чӑла ҫӑмӗ кӑна вӗҫсе юлчӗ, кушакӗ хӑй ҫӗре кӗрс! персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

— Ҫав шуйттан тӑманисене персе вӗлерме пӗр-пӗр сунарҫӑна хушатӑп-ха, — терӗ ун чух Настаҫ кинеми.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫак вӑхӑтра пӗр йеке хӳри, те тарма тӑрса, те юри, кушак ҫине тӳпӗлт! персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

«Паллах, сунарҫӑ. Кунта кӗрет пулмалла. Тӑманана персе вӗлерчӗ пулсан, Палюк мучие каласа паратӑп. Унашкал сунарҫӑсене Палюк мучи те юратмасть», — халь пушшех тарӑхса выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫавнашкал сунарҫӑсене юратмастӑп эпӗ: мӗнле кайӑка кураҫҫӗ, ҫавна персе вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫак вӑхӑтра (эпӗ те куртӑм) шӑпах Хветюк пуҫӗ ҫине темскер, хураскер, пат! персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Пӗрре тытӑҫса тӳпелешсех илчӗҫ: Микихвер, мӑнтӑр, лӳпперскер, Хветюка ҫӗнтереймерӗ, кӳреннипе сӑмсипе сысна пек нӗш! нӗш! туртса «тусӗ» патӗнчен кайрӗ, ним тума аптранипе шыва чулсем персе ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Ӗҫсӗр аптраса ҫӳренине пула кайӑк йӑвисене ҫӗмӗрекен, кайӑксене чулпа-мӗнпе персе амантакан ачасене хытӑ ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Аха, лекрӗн! — терӗ леш «тискер» этем, хӑй персе тытнӑ пӑсарана ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

— Йыт ами! — кӑшкӑрчӗ вӑл, патаккине шалалла персе.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Йытӑ пек персе пӑрахам!.. — янӑрарӗ сӑмса витӗр тухакан сас.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ирхине апат ҫисе ҫула тухма пуҫтарӑнсан, газикпе Тимофей Иванович персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Мӗн вӗсене персе ӳкересси!

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех