Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑн (тĕпĕ: кӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсене хӳтте илнӗ ҫӗршыв саккунӗсене тӳрӗ кӑмӑллӑн пӑхӑнса пурӑнма, унӑн культурипе йӑли-йӗркисене хисеплеме тупа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене алла илчӗҫ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%80%d0%b ... b%d1%87ec/

Хам та вӗсен пурнӑҫӗсемпе интересленсех тӑма, паллӑ кунӗсем, уявсем ячӗпе саламлама тӑрӑшатӑп», — кӑмӑллӑн калаҫать паян та хӑйне ҫамрӑк ҫын пек вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ тытакан, пурнӑҫра яланах лайӑххине ҫеҫ шанакан Людмила Кирилловна.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Хӑйне мӑнна хумасӑр, ӗҫ пирки кӑмӑллӑн калаҫакан ревизор вӗсен кӑмӑлӗсене те кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Кил-ҫурт ӑшшине упраса пурӑнни, пире, ҫунат сарса тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтнӗ тӗпренчӗкӗсене, кӑмӑллӑн кӗтсе илсе ӑшшӑн калаҫни мӗн тери паха», — теҫҫӗ Хирти Мӑнтӑр ялӗнче пурӑнакан А.И.Григорьеван ачисем амӑшӗ пирки чӗререн тав сӑмахӗ каласа.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Унтан пит кӑмӑллӑн хӑпарчӗ Вӑрман тӑрне сап-сар хӗвел; Хӑй ӑшшине ҫӗре вӑл сарчӗ — Вылярӗ Атӑл, сӑрт, пӗве.

Куҫарса пулӑш

XXXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пыл шӑршине сарать ҫӑкалӑх, Чечексемпе ҫаран ҫунать, Ыр кӑмӑллӑн тӑрать тавралӑх, Вӑл сывлӑх, канӑҫлӑх сунать.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗрерӗ тивӗҫлӗх; хӑйне Якур маттуррӑн тыткаларӗ, Пуҫтарчӗ хӑй халне, вӑйне, Мӑн кӑмӑллӑн пуҫне ҫӗклерӗ, Куҫран чӑр пӑхрӗ Ишута, — Ҫилленнӗ куҫӗпе йӗплерӗ, — Ҫунтарчӗ ӑшӗнчи вутта.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Марине кӑмӑллӑн кулса ячӗ те, кун пек ахӑлтатнине никам та илтмест-и тенӗ пек йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхса, ҫемҫен ҫеҫ каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫакна илтесшӗнччӗ те эпӗ санран, — кӑмӑллӑн каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗр корзинкӑна ҫитерес тесе, вӑл кӑнтӑрлаччен ниҫта та тухмарӗ, пӗр труках виҫӗ корзинка авса лартсан ҫеҫ, кӑмӑллӑн кулса, витене лаша кӳлме кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр тесен, вӑл кирлӗ те мар, унсӑрӑнах кунта чуна хускатакан чӗрене кӑмӑллӑн кӑтӑклакан мӗнпур кӗвӗ пур, унсӑрӑнах кунта ҫынсен савӑнӑҫӗ чурана ытлашши ярса тултарнӑ кӑпӑклӑ сӑра пек тӑкӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан шывне панӑ чухне ывӑлӗ ҫине кӑмӑллӑн пӑхса, куларах: — Ӗнтӗ сухал хыракан пултӑн-и, ывӑлӑм? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ывӑлӗ унпа ним пулман пекех кӑмӑллӑн калаҫрӗ, хирте ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ тесе ыйтсан та «аван» тесе тавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӗл кунӗнче обоз ӑсатрӑмӑр иккен, — кӑмӑллӑн сухалне шӑлкаларӗ Кӑтра Михала.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Олимпиада Осиповна, пахатӑп та, эсӗ темскер улшӑннӑ пек-ха, — терӗ Левентей яланхи пекех ҫемҫен те ырӑ кӑмӑллӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ҫапла кӑмӑллӑн калаҫса лашине анаталла май юрттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Тӑван кӗтес, ырӑ кӗтес! Мӗнле юрататӑп эпӗ сана, ҫак мӗнпур ҫырма-ҫатрана, тӑван вӑрманлӑ улӑха, ҫак чуна кӑмӑллӑн хумхантаракан тавралӑха, ӑна витсе тӑракан кӑвак тӳпене!» тенӗ пек мӑкӑртатаҫҫӗ ун тутисем.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Манӑн ялсене пӑхса ҫаврӑнатпӑр, — терӗ вӑл мӑн кӑмӑллӑн, чӑн-чӑн хуҫа пек.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрмар поселокне е Шупашкаралла ҫул тытсан кашнинчех ҫип туянса килетӗп, пушӑ вӑхӑт пулсанах ҫыхма ларатӑп», — кӑмӑллӑн каласа пачӗ ал ӗҫ ӑсти, шкап алӑкӗсене уҫса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Сывлӑх сунса, пӳрте шаларах кӗме ирӗк ыйтса кӗрсессӗнех кӑмӑллӑн чӗнсе илчӗ хӑй патнелле.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех