Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫҫӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм ӳркеннӗ пек, ыйхӑланӑ пек юрлать, унӑн хӗп-хӗрлӗ тутисем темле ӑнланмалла мар сӑмахсем калаҫҫӗ, ҫуллӑ куҫӗсем ҫынсен пуҫӗсем урлӑ таҫталла тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Женщина пела нехотя, как бы в полусне, её очень яркие губы произносили непонятные слова, масляные глаза смотрели пристально через головы людей.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Калаҫҫӗ, анчах эсӗ — ан итле вӗсене!

— Говорят, а ты — не слушай!

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Илья унран: — Калаҫҫӗ пулсан, мӗн тӑвас-ха? — тесе ыйтрӗ.

Илья спросил: — А как же, когда говорят?

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Пирӗн патра ятарласах ҫапла калаҫҫӗ: «Свапӑпа Усожа — Сейма юхса кӗреҫҫӗ; тав турра — Окана мар!» теҫҫӗ.

У нас даже поговорка сложена: «Свапа да Усожа — в Сейм текут; слава тебе, боже, — не в Оку!»

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫук, чӑнах калаҫҫӗ ҫав: ирӗке кӑларни ҫынсене нумай чӑрмав кӳрӗ-ха, тесе.

Нет, это правду говорят: от воли — большое беспокойство будет людям.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Тавҫӑрса илетӗп, Америкӑри хӑшпӗр господасем шӑпах ҫакӑн пек калаҫҫӗ.

— Представляю, что вот так рассуждают некоторые господа в Америке.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Терехов, йӗри-тавра ӗҫлекенсем ҫине пӑхса илсе, малалла калаҫҫӗ:

Окинув взглядом цех и работавших в нем, Терехов сказал:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Лешӗ вара «Пурте ҫапла калаҫҫӗ», тенӗ те трубкине хунӑ.

Неизвестный ответил: «Все говорят», — и повесил трубку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тӗрӗс калаҫҫӗ, ҫынсем саншӑн пешкӑсем ҫеҫ иккен.

Правду говорят, будто люди для тебя пешки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тӑватӑ «улитка» — Стартра ҫуна тупанӗ ҫине туса лартнӑ пӳртсене ҫапла калаҫҫӗ — вырӑнтах юлчӗҫ.

Остались четыре «улитки» — так называли на Старте большие крытые деревянные прицепы-домики на полозьях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӑш-пӗрисем виҫҫӗмӗш хӗл вӑрманта выҫҫӑн пурӑнма тивмест, Октябрь революци ҫирӗм ултӑ ҫул тултарнине Симферопольте уявлатпӑр тесе ним иккӗленмесӗрех калаҫҫӗ.

Некоторые уверенно говорили, что третью зиму в лесу голодать не придется и что двадцать шестую годовщину Октябрьской революции они будут встречать в Симферополе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Генерал ҫӗрсене туртса илмест тесе калаҫҫӗ.

Сказывали, что он не берет земли.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пур ачасем те ҫапла калаҫҫӗ.

Все ребята говорят.

Йывӑр кунсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Ачасем тӗрӗс калаҫҫӗ, эсӗ тӗнчери чи лайӑх учительница.

— Ну, и вправду говорят ребята, что ты самая замечательная учительница на свете!

Сентябрӗн пӗрремӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Кӑмӑл ҫемҫелнӗ вӑхӑтра ку шалти шухӑшсем ӑна калаҫҫӗ: «Ӗҫре юлташланнӑ ҫынна юратни ҫылӑх мар, савӑнӑҫ вӑл. Хӑвна ху ытлашши чарса тӑни мӗне кирлӗ? Унпа пурӑнса, эсӗ революцие усӑллӑ ҫын пулма пултаратӑн, эсӗ унпа пӗрле пулсан, ӑна хаваслӑхпа вӑй парса тӑма пултаратӑн», — теҫҫӗ.

Это внутреннее чувство твердило ей в минуты слабости: «Любить товарища по делу не грех, а радость. Зачем ненужный аскетизм. И возле него сумеешь быть столько же полезной для революции. К тому же ты будешь поднимать в нем бодрость, вселять в него силу!»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Суд умӗнче тӑракан ҫынпа Генри Пойндекстер хушшинче туслӑ ҫыхӑну пулнӑ тесе ҫирӗплетсе калаҫҫӗ вӗсем.

Они утверждают, что между подсудимым и Генри Пойндекстером существовали дружеские отношения.

LХХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Шӑшисем ӗҫ начара юлнине курса калаҫҫӗ: «Шӑшисем, маччаран аялалла анма пирӗн пӑрахӑҫ тӑвас, унсӑрӑн кушак пире пурсӑмӑра та тытса пӗтерӗ. Вӑл мачча ҫине кунта улӑхаймӗ!» — теҫҫӗ.

Увидали мыши, что дело плохо, и говорят: «Давайте, мыши, не будем больше сходить с потолка, а сюда к нам коту не добраться!»

Кушакпа шӑшисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йыттисем ҫиме тесе чупса пыраҫҫӗ те сӑмсине пӑрса калаҫҫӗ: «Пирӗн апат пӗҫерекен пӗтӗмпех пӑсӑлса кайнӑ: ӗлӗк апата аван пӗҫеретчӗ, халӗ нимӗне юрӑхсӑр хатӗрлекен пулнӑ», — теҫҫӗ.

Собаки кинулись, отвернули носы и говорят: «Испортился наш повар — прежде хорошо готовил, а теперь никуда не годится».

Йытӑпа апат пӗҫерекен ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗлетӗр-и эсир: сирӗн ҫинчен кунта мӗн калаҫҫӗ, кунта ҫеҫ те мар, Рио-Гранде тӑрӑхӗнче те.

Знаете ли вы, что о вас говорят здесь, да и не только здесь, но и на Рио-Гранде?

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем ун пек вӑрттӑн шухӑшсене чӑнах та шанма тивӗҫлӗ ҫынсене ҫеҫ шанса калаҫҫӗ.

Они доверяют такие тайны лишь тому, кто действительно заслуживает полного доверия.

ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех