Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланӑ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саламланӑ май Пишпӳлек районӗнчи ОМВД начальникӗ Азат Хазиев, Пишпӳлек район администрацийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ Алексей Макаров сӑмах тухса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Июлӗн 3-мӗшӗнче ГИБДД сотрудникӗсен професси уявӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... av-3326836

Апла пулсан, спорт енӗпе массӑллӑ мероприятисем ирттерме, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, пысӑк спорта ӑнтӑлма тӗрлӗ майсем пур», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Ку, посол каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, вӑл хӑҫан кайма пултарассинчен килет.

Это, по словам посла, зависит от того, когда у чувашской стороны появится такая возможность.

Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие кайӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35375.html

Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм экстремистла организацие укҫа куҫарнӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

По его словам, женщина перевела деньги в экстремистскую организацию, в связи с чем было возбуждено уголовное дело.

Ултавҫа 1 млн та 667 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35379.html

Каланӑ пулсан хамах тасататтӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Юлашки сӑмахӗсене каланӑ чух Микки икӗ чышкине те ҫӳлелле ҫӗклесе силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Каланӑ сире — перерыв пирӗн!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Упӑшки арӑмӗ ҫинчен тем те пӗр каланӑ чух та, арӑмӗ упӑшкине кашлама тытӑнсан та залра ларакан тӳрӗ чунлӑ ҫынсем, тӳсеймесӗр, урисемпе тӑпӑртатсах кӑшкӑрнӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кӳршӗсем каланӑ тӑрӑх, Макар Кузьмичпа унӑн арӑмӗ Варвара Федоровна нумай-нумай ҫулсем хушши пит лайӑх пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Каланӑ сире юрамасть тесе! — урипе тап! тапса илнӗ Энтрей арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Юрӗ, Раечка, юрӗ, эс каланӑ пек тӑвӑп, — терӗ Михал Михалч.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Михал Михалч Осламасов — ҫынсем каланӑ тӑрӑх — хулара паллӑ ҫын, шултра работник пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр кунашкал лапама Шупашкарта хута янӑ.

По данным министра сельского хозяйства ЧР Сергея Артамонова, такая площадка в прошлом году была запущена в Чебоксарах.

Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35288.html

Халӑх хуҫалӑхӗн объекчӗсенче те цифра пайӗпе тӗплӗн усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫав ӗҫсенче те эпир региона пулӑшма хатӗр», – тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май ҫапларах каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Программӑна кӗртсе хӑварнӑ мероприятисем графикпа килӗшӳллӗн пулса пынине асӑннӑ ертӳҫӗсем, хӑшӗ-пӗрисем палӑртса хунинчен кӑшт маларах та пурнӑҫа кӗрсе пынине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

Республикӑра ҫамрӑксемпе тивӗҫлӗ шайра ӗҫленине каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе Федерацин ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/pitr ... h-respubli

ТМХ-Энергетика йышӑнӑвӗсем тӑвакан директорсен канашӗн председателӗ Кирилл Липа сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапларах каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Ҫав вӑхӑтра тепӗр хӗрарӑм пынӑ та ку сиплев унӑн амӑшне пулӑшни пирки каланӑ.

В это время появилась другая женщина и заявила, что такое лечение помогло ее матери.

Кинемей урине сиплеме 400 пин тыттарса янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35243.html

Куҫ умне иртнисем килсе уксен тата чирне, больницӑра каланӑ сӑмахсене астуса илсен — каллех тӗрлӗ шухӑш пуҫа ҫавӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех