Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртсен (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрахутран ик ҫӗр метр пек иртсен хӑйӑрлӑ сӑмсах тӗлӗнче, ҫыран хӗрринчех, кимӗ курман тӑк ҫакӑн пек вӑл питӗ нумай вӑхӑт — пӗр, икӗ е виҫӗ кун та — утатчӗ-тӗр.

Он шел бы так очень долго — день, два и три, если бы, удалившись от парохода шагов на двести, не увидел за песчаной косой лодку, почти приникшую к береговому обрыву.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Рикша» кайнӑ хыҫҫӑн икӗ кун иртсен Хуан Гонзалес Джоанна упӑшкипе, Антониопа, пулӑ тытма кайрӗ, — ҫийӗнчех таврӑнчӗ те евитлерӗ: ҫыранран ҫур мильӑра вӗсем йӑлтӑркка ҫаврака япала курнӑ, пӑта нумай ҫапса тултарнӑскер хум ҫинче чӳхенсе выртать имӗш.

Два дня спустя после ухода «Рикши» Хуан Гонзалес, ездивший с Антонио, мужем Джоанны, ловить рыбу, — вернулся рано и объявил, что в полумиле от берега замечен был ими круглый блестящий предмет, усеянный гвоздями и качавшийся на волнах.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫил фронтне улӑштарчӗ.

Прошло несколько времени, и ветер переменил фронт.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен сылтӑм енчен пӗчӗк ҫӑлтӑр ылтӑн йӗп ывӑтрӗ те ҫухалчӗ, — ҫыран хысакӗпе хупланчӗ; ку — шлюпка пыртине пӗлтерет.

Через некоторое время маленькая звезда с правой стороны бросила золотую иглу и скрылась, загороженная береговым выступом; это значило, что шлюпка — в проливе.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫур ҫӗр иртсен, яланхи пекех, Калюков пирвай Утар ҫумӗнчи вӑрмана пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрла иртсен вӗсем таҫта сулахайра фронта татрӗҫ-татрӗҫех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ ҫичӗ ҫул иртсен тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрла иртсен тепре кӗретӗп, кӗттӗр вара, — хуҫа вырӑнне хӑнасене йышӑнма юлнӑ чиперккене хушса хӑварчӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑва ҫывӑхне ҫитсен, вӑл ҫав тери асӑрханса, нумай-нумай ҫеккунт иртсен кӑна пӗрер утӑм туса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптӑранӑ енне, кӑнтӑрла иртсен Сӑпани, пӑшал йӑтса, Асакасси вӑрманне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӗнер ир кӑна-ха ҫунатлӑччӗ, кӗҫ-вӗҫ телейлӗ пулма пултарас ҫынччӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне ӗнтӗ кӑнтӑрла иртсен шкулта халӑха района янӑ приговор пирки пухасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх нумаях пулмасть района янӑ приговор пирки райӗҫтӑвком председателӗн заместителӗ тата Шупашкартанах, НКВДран представитель килет текен хыпар ял ҫыннисене пурне те кӑсӑклантарнӑ курӑнать: кӑнтӑрла иртсен, арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те, ачасем те, туя ҫине тӗренсе аран утакан ватӑсем те шкул патнелле туртӑна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чим, эсӗ канашлу кӑнтӑрла иртсен пулать терӗн-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр хуҫӑлнӑ турата ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен, ӑҫтан сыпайӑн…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран, чылай ҫулсем иртсен, Крапивин пӗр-икӗ хут яла вӑрттӑн килсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Усрав вӑрманӗпе масар хушшинчен иртсен ялти юлташлӑх уйӗ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑван яла — сакӑр ҫул иртсен

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрла иртсен Филимон Петрович пӗрле юлнӑ отделенипе Экеҫе кайса килме шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрла иртсен районсенчен килнӗ милици начальникӗсемпе ирттернӗ канашлура ҫак шухӑшсене Крапивин тӗплӗн уҫса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех