Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, пӗрремӗш хут куракан ҫын ҫак хӗрарӑм вун виҫӗ ҫул пуп матушки пулнӑ тесе калаймӗ, пӗр иккӗленмесӗрех, ку хӗр тин ҫеҫ пӗр-пӗр гимназирен вӗренсе тухнӑскер пулӗ-ха тесе шутлӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ленин халалӗсене пурнӑҫа кӗртес пулсан, пирӗн, ҫамрӑксен, вӗренсе ҫутталла туртӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан политучилищӗрен вӗренсе тухрӑм, ҫарти пӗр чаҫре комсомол организацине ертсе пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сиртен нумай аслӑ мар пулсан та, учителе вӗренсе тухнӑ, Хӗрлӗ Ҫарта комиссара ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫар служби хыҫҫӑн Василий Яковлевич Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Ку юрра вӑл амӑшӗнченех вӗренсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай, пур ӗҫе те час хӑнӑхаканскер, кӑмака тума та хӑвӑрт вӗренсе ҫитрӗ, часах вӗсем ялсенче уйрӑммӑн ӗҫлеме пикенчӗҫ: пӗри пӗр килте кӑмака тӑвать, тепри — тепӗр килте.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф княҫӑн вӑталӑх ывӑлӗ вырӑссене хирӗҫ сӑмах ҫаптарма аванах вӗренсе ҫитнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан вӗренсе тухсан музыка учительне вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

— Халь калаҫасси пулмасть, — терӗ Иливан, турхан кӑмӑлне лайӑх вӗренсе ҫитнӗскер.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн вырӑс тӳре-шарипе этемле калаҫма та вӗренсе ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑссене хурласа ларни вӑл вӗренсе ҫитнине пӗлтермест-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн чухлӗ вӗрентрӗ ӑна аслӑ карачи пулнӑ Булат Ширин тутар мар мӑрсасемпе калаҫма, хан ниепле те вӗренсе ҫитеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем каласан та айванрах эсӗ, Сафа-Гирей, ҫирӗм ҫул ытла патшара ларса та хӑвӑн ханлӑхна начар пӗлетӗн, ӑна тытса тӑма та вӗренсе ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркунне каҫ час пулмасть, шкултан таврӑнсан ыранхи уроксене вӗренсе хатӗрлетпӗр те тӳрех утара тухса чупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Иртнӗ ҫулта кӑна ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑскер, урӑх ниҫта та каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Техникумран вӗренсе тухсанах ӑна колхоз зоотехникне лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хампа пӗрле вӗренсе тухнӑ сахӑр заводӗнчи рабочисем, пӗрле ӗҫлекен трактористсем май ҫитнӗ таран йӑпатма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫуркунне вӗренсе пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпӗ ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫул вӑрҫӑ чарӑнчӗ, фронтран хӗвел ҫинче тӗссӗрленнӗ гимнастерка тӑхӑннӑ салтаксем таврӑна пуҫларӗҫ, анчах пирӗн йысна ҫаплах хӑй ҫинчен нимӗн те хыпарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех