Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хӗрринче тарӑн та тӑрӑ шывлӑ пысӑк мар ҫырма пур (ятне Аня халь астумасть), пӗррехинче вӑл ҫав ҫырмана пӗчченех шыва кӗме кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тарӑн шухӑша путса ларчӗ, чылайччен вырӑнтан хускалмарӗ, икӗ-виҫӗ пирус та туртса пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӑваттӑра чухне эсӗ самаях рояльпе калаттӑн, пиллӗкре чухне Шуберт кӗввисемпе киленсе, тарӑн шухӑша каяттӑн тата Гамбургӑн «Асаилӳсемпе Скерцо» пьесине калаттӑн.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн пек самантсенче унӑн йӑваш сасси, тарӑн та ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫӗсем, чӗтрекен черчен аллисем тата вӑл темӗнле вӑрттӑн пек хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлама пуҫлани — ҫакӑ пӗтӗмпех мана пуҫ ҫаврӑнса каймалла телейлӗ тӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн чухне, ҫулталӑк каялла Енисей хӗрринчен чӑваш ҫӗршывне кайнӑ чухне, пӗррехинче Мосальский канлӗ ҫывӑракан пӗчӗк пианист ҫине пӑхса ларчӗ те (вагонра) тарӑн шухӑша путрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халӗ ӗнтӗ вӗсем вулакансене пӗчӗк калӑплӑ произведенисем ҫеҫ мар, пурнӑҫа анлӑн та тарӑн сӑнлакан романсем те сахал мар парнелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Автор паянхи ял ӗҫченӗсене хумхантаракан пысӑк проблемӑсем хускатать, коллективлӑ ӗҫ условийӗсенче ҫынсем хушшинче йӗркеленсе вӑй илнӗ ҫӗнӗ, социализмлӑ хутшӑнусене пысӑк ӑсталӑхпа, тарӑн туйӑмпа сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Техника, пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталанса пырса, гуманитарлӑ наукӑсемпе искусство уттинчен иртсе кайнине пула театр кун-ҫулӗ хӑш-пӗрисене тарӑн шухӑша янӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Офицеры» юрӑ ӗнерхи симӗс пакунлӑ салтаксене ҫеҫ мар, пулас чикӗ хуралҫисене те тарӑн шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

– И.Яковлев пире халаллани вӑл унччен те питӗ тарӑн шухӑшсене хунӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Вӗрентӳллӗ, кӗске те тарӑн шухӑшлӑ – ҫапла хак пачӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

Ҫулсеренех унӑн сцени ҫинче Чӑваш халӑх ҫыравҫин, Юхма Мишшин пьесисем тӑрӑх халӑха тарӑн шухӑша яракан спектакльсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Чӑркаш ялӗнчи урам тарӑн ҫырман икӗ айккинчеччӗ, Ассан — кукӑр-макӑр тӑсӑлаканскер.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ешӗл хӑяхлӑ ҫырансем хӗррипе тарӑн сакӑлтаксемех пур.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тамара, тарӑн шухӑша путнӑскер, музыка тӑнлать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑнта каҫмалла, анчах ансӑр та чылай тарӑн шырланта кӗрлесе юхакан пӑтранчӑк шыв хӑратать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырма ял патӗнче тарӑн мар, такана пек авӑнчӑкскер, тип-тикӗс ҫеремлӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна Автанкассисем ака-суха хыҫҫӑн ҫулсеренех пӗвеленӗ те, арманта тырӑ авӑртса киленнӗ, ача-пӑчана тулӑх та тарӑн шывпа савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Инҫетре вӑрман хуралҫин йытти вӗрсе ярсан тин икӗ шӑпӑрлан тарӑн ҫырмана сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех