Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫу сăмах пирĕн базăра пур.
Калаҫу (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем урӑла пуҫларӗҫ курӑнать, пӗр-пӗр ҫын хирӗҫ пулсанах шӑп пулаҫҫӗ те ҫӑмӑлттайла шӑхӑркаланӑ пек тукаласа пыраҫҫӗ, лешӗ иртсе кайсан калаҫу хускатма аса та илмеҫҫӗ.

Оба почти протрезвели, и разговор стал менее оживленным. Завидев встречных прохожих, парни умолкали.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти 2 «б» класра Л.А. Харисова социаллӑ педагог ачасемпе шкул пурнӑҫӗн правилисем, шкул этикечӗ ҫинчен калаҫу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул этикечӗ ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2022- ... rn-3026903

Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Мӑратри вулавӑшра Любовь Филиппова библиотекарь ачасемпе калаҫу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре! // И.КРЫЛОВА. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-3/

Ҫавна май Раҫҫей вӗренӳ министерстви шкулсенче «Кирли ҫинчен калаҫу» анлӑ проекта ӗҫе кӗртме палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Ҫӗршывра тулли мар мобилизаци пынӑ май Пухура та паянхи кун ҫивӗч тӑракан ҫак ыйту пирки калаҫу пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пуху иртрӗ // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bfe%d1% ... 82%d1%80e/

Калаҫу вӑхӑтӗнче Людмила Кирилловна райпора 1996 ҫулта 587 ҫын ӗҫлени пирки асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

5-мӗш класра аттесен темипе «Поле чудес» вӑйӑ та иртнӗ, ачасемпе ҫемье пуянлӑхӗ пирки те калаҫу пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

Ачасемпе аслӑ ӳсӗмри арҫын хушшинчи калаҫу интереслӗ те усӑллӑ иртнӗ, вӗренекенсем ӑна чылай ыйту панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

Калаҫу ҫыхӑнмасть.

Разговор не вяжется.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун вырӑнне пӗрерӗшне тытсан вара пӗтӗм ял пуҫтарӑнать, темиҫе ҫул асӑнмалӑх калаҫу пулать…

А уж если изловит кто косолапого, вся деревня соберется и долго еще будут вспоминать, как все было…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй хапхинче Салакайӑк сасартӑк калаҫу пуҫламӑшне аса илчӗ:

У околицы Салагаик вдруг вспомнил начало разговора с возчиком:

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калаҫу пӗтнине систерсе Савтепи нӳхреп ҫи умне тухса тӳрленсе тӑчӗ.

Давая понять, что разговор окончен, Савдеби вышла во двор и встала у погребницы.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват ҫынсем хускалнинченех сисет Ухтиван: ку — тӗп калаҫу.

Все оживились, задвигались, залопотали, и Ухтиван понял, что это и есть главное, зачем его сюда позвали.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӗмӗрхи юрӑ», — шухӑшлать Ухтиван калаҫу ӑҫталла пӑрӑннине тавҫӑрма хӑтланса.

«Знакомая песня», — думает Ухтиван, пытаясь попять, куда же клонит старик.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тулли кӗреке — пысӑк калаҫу.

А большое застолье — большой разговор.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирхине те ҫав калаҫу, каҫхине те, ҫӗрле те.

Утром эта песня, и вечером, и ночью.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килӗнче вӑл арӑмне урамри калаҫу ҫинчен пӗлтерчӗ те, вунӑ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм савӑнсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ак юланутҫӑсем пыраҫҫӗ: Шӳт, мыскараллӑ калаҫу Е туслӑн йӗплеме шыраҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Килнисене пӗлсе ҫитсессӗн Патша пуҫларӗ калаҫу: «Пупсем ялан, хурах вӑл теҫҫӗ, Путлантӑр теҫҫӗ, Турӑ пар.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑҫан эпир тӗл пулӑпӑр, Кам айӑплӑ, пӗл, курӑпӑр — Унпа ман пур-ха калаҫу.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех