Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

малтан сăмах пирĕн базăра пур.
малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиккипе чуптарса ҫитес те куҫа-куҫӑн калаҫса пырассине чарса лартас — чи малтан ун пуҫне ҫак шухӑш кӗрсе кайнӑ.

Подъехать галопом и прервать интимную прогулку — было первое, что пришло ему в голову.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫав кӗвӗҫесси унӑн чӗринче чи малтан ҫуннӑ прерире хыпса илнӗ.

Впервые она начала мучить его среди выжженной прерии.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем урӑх йӗрсем тӑрӑх кайса, аяккала пӑрӑнса кайнӑ, йӗрӗсем ҫав манадӑнах, анчах малтан туса хӑварнӑскерсем пулнӑ пулӗ, тен.

Они сбились в сторону, направляясь по другим следам, может быть той же манады, но оставленным ранее.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫӗнӗ япаласем курни-илтнипе вӑл малтан хӑпартланса кайни пӗтсе ларнӑ.

Приподнятое состояние, вызванное новизной впечатлений, упало.

XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Телее пула, ӗҫме-ҫиме тиенӗ фургон хӑйне кӗттерсе тӑмарӗ, вара кӑнтӑрла ҫитиччен нумай малтан хаваслӑ компани пысӑк мӑйӑр йывӑҫҫин сулхӑнне — Рио-де-Нуэсес шывӗ хӗррине вырнаҫса ларчӗ.

К счастью, фургон с провизией не заставил себя ждать, и еще задолго до полудня веселая компания расположилась в тени большого орехового дерева на берегу Рио-де-Нуэсес.

XIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Малтан фургонпа пӗрле тухса кайнӑ ушкӑнти пек, кунта та хӑйӗн проводник пулнӑ, анчах тӗссӗрленнӗ сӑкманпа кивелнӗ ҫӑм шлепке тӑхӑннӑ вӑрманти ватӑ сунарҫӑ мар, тискер мустанг тытакан ҫамрӑк сунарҫӑ, Мексикӑри мустангерӑн хитре тумтирне тӑхӑннӑ пит илемлӗ ҫын пулнӑ.

Как в отъехавшей ранее группе с фургоном, так и здесь был свой проводник, но не старый лесной охотник в выцветшем кафтане и поношенной поярковой шляпе, а молодой охотник за дикими лошадьми, красавец в живописном костюме мексиканского мустангера.

XIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫурт лартмалли вырӑнне ҫуртне индеедсенчен лайӑхрах хӳтӗлес шутпа суйласа илнӗ пулмалла, — Америкӑна малтан колонизациленӗ чухне индеецсем Европӑран килнӗ ҫынсене час-часах тапӑнса хӑратса пурӑннӑ.

Место для постройки дома было выбрано, по всей вероятности, в целях лучшей защиты его от индейцев, терроризировавших своими нападениями европейских поселенцев в ранние дни колонизации Америки.

X сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Малтан апат, унтан вара ташӑсем пулаҫҫӗ — чӑн-чӑн событи ӗнтӗ, эпир унта пӗтӗм хамӑр аристократие тата сеттльментри илемлӗ хӗрарӑмсене пурне те куратпӑр пулӗ.

— Сначала обед, а потом танцы — настоящее событие, и мы, должно быть, встретим там всю нашу аристократию и всех красавиц сеттльмента.

IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Сунарҫӑ чи малтан ҫӗҫӗпе йӗпӗсене касса пӑрахрӗ.

Охотник прежде всего снял ножом шипы.

VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кашкӑр ами малтан икӗ йытта пӑвса пӑрахнӑ, лашана хытӑ ҫыртса пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн вара арҫынна тапӑнма пуҫланӑ.

Волчица убила двух собак, сильно покусала лошадь, после этого стала набрасываться на мужчину.

Еврей автономи облаҫӗнчи арҫын кашкӑр амине ҫара аллӑн пӑвса пӑрахнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27501.html

Пурҫӑн хуртне ӗрчетсе, пурҫӑн тума чӑн малтан Китай ҫыннисем анчах пӗлнӗ.

Китайцы долго одни умели разводить шелк.

Бухар ҫыннисем пурҫӑн тума вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр ача пуринчен малтан ман вӗрене ярса тытрӗ.

Я увидел, как мальчик первый поймал веревку.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Малтан мана хӑрушшӑн туйӑнчӗ, ҫанҫурӑм сӑрӑлтатса кайрӗ.

Первую минуту мне стало жутко и мороз пробежал по жилам.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗрентен вӗҫерӗнсе кайса, пӑркаланса чупса пыракан ӑйӑр пек, хӑмпӑ малтан ҫӳлелле ерипен кайрӗ, унтан сасартӑк хытӑ карт! туртӑнчӗ те ҫӳлелле вӗҫе пуҫларӗ.

И шар поднялся кверху, сначала тихо,— как жеребец сорвался с привязи и оглядывался,— и вдруг дернул кверху и полетел.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ те малтан тӳрех ларса пытӑм.

И я держался прямо.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Червончик малтан ерипен утса пычӗ.

Сначала Червончик ходил шагом.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл мана малтан алӑран тытса ҫӳретрӗ.

Он сначала держал меня за руку.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Малтан тетесем уттарса ҫӳрерӗҫ, унтан юрттара пуҫларӗҫ.

Сначала они ездили шагом, потом рысью.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ малтан хӑранипе нимӗн те пӑхса уйӑрса илеймерӗм.

Я сначала испугался и не мог ничего рассмотреть.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Малтан эпир пысӑк пусма тӑрӑх кайрӑмӑр, пысӑк пусма ҫинчен пӗчӗк пусма ҫине улӑхрӑмӑр.

Мы вошли на большое крыльцо, а с большого крыльца прошли на маленькое крылечко.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех