Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗкӗр витӗр ҫӗмӗрсе тухаймӑпӑр та, кусем кантӑк пек туйӑнмаҫҫӗ-ха мана, совӗҫ куҫ кӗскийӗсем евӗр туйӑнаҫҫӗ.

— Нельзя разбить зеркала и пройти сквозь них, это не обычные зеркала, в них вместо стекла совесть.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Ай тур-тур, ма пӑхрӑм-ши — куҫ алчӑраса кайнипе пӗтӗм пӑр этемӗ эпӗ пулса тӑчӗҫ.

Ой, зачем только я посмотрел на них: все ледяные человечки вдруг разом превратились в меня.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Ҫутӑ куҫ пӑвать-ши?

Оптический обман?

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Куҫ пӑвни-и?

Мираж?

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Ту евӗр, ӳсет те ӳсет куҫ умӗнчех.

Куча, словно гора, растёт на глазах.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Куҫ умӗнчи тӗссем тӳрех улшӑнса яланхи евӗр пулса тӑчӗҫ.

Многоцветье перед глазами сразу пропало, мир стал обычным.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Паҫӑрхи те, инҫетрен ялкӑшса курӑнни, куҫ ултавӗ ҫеҫ пулчӗ-тӗр ҫав.

То, что слепило издалека глаза, возможно, было просто обманом зрения.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Шӑналӑк ҫинчи йӑлтӑрти ҫӑлтӑр ҫути мӗлт куҫ хӗссе илет те мана таҫта-таҫта, нихҫан пулса курман ҫӗре, вӗҫтерсе каять…

Я вижу, как яркая звезда опускается на полог, чуть заметно подмигивает мне, и улетаю далеко-далеко, туда, где никогда не был…

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Чи варринче ылтӑн пан улми паракан улмуҫҫи сарӑлса ларать пуль… — хушса хуратӑп куҫ умӗнче сӑнарланса пыракан ӳкерчӗксене сӑмаха ҫавӑрса.

А в центре растёт огромная яблоня, вся покрытая золотыми яблоками, — добавляю я. Картины, которые одна за другой возникают перед глазами, словно оживают.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Куҫ хӳйипе ҫеҫ…

— Хоть одним глазком…

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

Выҫса ҫитнӗскерсем сурӑхсене куҫ хывнӑ.

Так оголодали, что начали нападать на овец.

Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.

Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн куҫ умӗнчех тӗпренсе пырать.

Мало по малу на глазах рушится.

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

Айлӑмри уйра, ак куҫ умӗнчех, икӗ ураллӑ вӗччеҫ чӗр чунсем ҫӳре параҫҫӗ!

В поле в низине, прямо перед глазами, какие-то мелкие существа передвигаются на двух ногах!

Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.

Кунталла куҫ хӳрипе пӑхса илсе те чыс тумасть иҫмасса.

В нашу сторону и не взглянет — видать, думает, что велика честь.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Куҫ вӗҫертми пӑхса лартӑм — ӑна мӗнле хаваслӑ тӗлӗк тӗлленнине тавҫӑрма пултараймарӑм.

Я смотрел, смотрел, но так и не догадался, что снится нашей гостье.

Хӑна хӗр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 33–37 с.

Тем ҫырнӑ пулас вӗсем ҫине те — куҫ илмест.

Наверное, на них тоже что-то написано, но глазам не под силу это увидеть.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Авалхи ҫӑлтӑрсем куҫ илми мана тӗсеҫҫӗ.

Древние звёзды неотрывно наблюдают за мной.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Эй, Турӑ, манӑн куҫ курать!

Господи, я вижу!

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Ытти вӗтӗр-шакӑрӗ чаплаттарса ӗмекен пепке ҫине ӑмсанса, сӗлекине ҫӑтса куҫ илми пӑхса тӑрать.

Вся детвора с завистью, глотая слюнки, смотрит на чмокающего младенца.

Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.

Ман Ленук куҫ умӗнчех темле шыҫса-шыҫса-шыҫса пычӗ те — калама та ҫӑмӑл мар — самӑр карчӑк пулчӗ тӑчӗ.

Ленка на глазах стала надуваться и вдруг — даже выговорить боязно — превратилась в огромную старушку.

Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех