Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклесе (тĕпĕ: ҫӗкле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр ирхине ирех, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман, атма, темиҫе витре ҫӗклесе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Вӑхӑта вӑраха ямарӑмӑр, тепӗр куннех, кӗреҫесем ҫӗклесе тухса, ӗҫе тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Тепӗр кунне кантӑр уйне кашни пӗрер катемпи ҫӗклесе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Апат ҫеҫ мар, мӗн курать, ҫавна ҫӗклесе каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ҫанталӑк уяра каяс чух сывлӑшра нӳрӗк ҫук, ун чух вара ҫунаттисем ҫӑмӑлланнӑ шӑна-пӑвансене вӑш-вӑш вӗрнӗ ҫил те ҫӗклесе каять.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫерҫи ӑман таврашне апат тесе шутламасть, кураксем уйран, тракторсем сухаланӑ ҫӗртен ҫӗклесе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Хыпса ҫӗклесе хӑпараҫҫӗ те чуллӑ тӗле пӑрахаҫҫӗ, рак хуранӗ вара ҫурӑлса каять, лӗчӗркки тухса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

— Аха, лекрӗн! — терӗ леш «тискер» этем, хӑй персе тытнӑ пӑсарана ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Эх, кӑткӑсен те тамаша сиксе тухрӗ: вӗсем тытнӑ типӗ курӑк хуҫӑлчӗ те, лӗпӗш икӗ кӑткине те ҫӗклесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

— Курӑр-ха епле теттепе ҫӳрет вӑл? — аллинчи пистолетне ҫӗклесе кӑтартрӗ Пантелеймон Матвеевич.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Йӑлтах тӑкма хатӗрленнӗ, хӗл каҫиччен ӳт чакарнӑ лаша ҫаплах урисене ҫӳле ҫӗклесе пусать-ха, хушка ҫамки аякранах палӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вӑрманти пӑвансем хушшинче пурӑнни хӑй йӗрне хӑварнӑ курӑнать: вӑл пуҫне сулласа, малти урисене ҫӳле ҫӗклесе пусать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ашшӗ пуҫ ҫӗклесе те пӑхмарӗ, вӗрекен хурана ҫаплах какай вакла-вакла ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Акӑ сана ман арӑм патне ҫӳреме вӗрентем! — силлерӗ пӗр хушӑ Петӗре, ҫапма тесе сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

— Чимӗр-ха, чимӗр, пурте харӑс ан шавлӑр, — терӗ ҫак вӑхӑтра Анна Тимофеевна, аллине ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Арҫын гаражран кӗреҫе ҫӗклесе тухнӑ: хӗрлемес пурпӗр тарман.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Коля, кӗнеке ҫинчен пуҫне ҫӗклесе, ун ҫине ҫиллессӗн пӑхрӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӑнах та, тепӗр кун ирхине, эпӗ, ыйхӑран вӑрансан, анне кӑмака патнелле хуран ҫӗклесе пынине куртӑм: манӑн хӑрах куҫ пӑртак уҫӑлнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Теплерен пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм та аялти урамран пирӗн атте утса килнине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Стражник, пуҫне йывӑррӑн ҫӗклесе, тӑрса ларчӗ, унтан кӳпченӗ кус хупанкисене сӑтӑркаласа: — Манӑн хамӑн та ҫиес килет. Илсе кил ман валли вунӑ ҫӑмарта, чӗреспе сӗт, шӑрттан… вара упӑшкуна апатлантарасси ҫинчен шутлӑпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех