Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнеке кӑлармах ӗлкӗреймен — вӑтӑрмӗш ҫулсем вӗҫӗнче халӑх тӑшманӗ ятне илтнӗ, вунӑ ҫула тӗрмене ҫакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине, ҫурла уйӑхӗнчеччӗ пулас, Таранов Хусахмат таврашне командировкӑна килчӗ те ҫула май йӑпӑртлӑха тӑван ялне кӗрсе тухрӗ, ҫавӑн чух Илья Семенович утарпа сад пахчи юхӑннӑ пирки хурланарах, тарӑхарах калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Сывлӑх аптрамасть пек, вӑй пур — халӑх шансан бригадирӗнче ҫитмӗл ҫула ҫитиччен те тар тӑкатӑп пуль-ха, ӗҫӗ маншӑн алӑ ҫемми», — ҫапларах каланӑччӗ вӑл пӗррехинче, анчах хайхискер утмӑла кайрӗ кӑна — ӗҫне пӑрахма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫула тухнӑранпа вӑхӑт чылай иртрӗ, автовокзалти тӗлпулӑва манмалла пек, анчах Таранов ҫаплах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать, хӑй ӑшӗнче Мерчен Мишшипе тавлашать:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна хирӗҫ Таранов пӗр-пӗр хивре сӑмахах каласшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, мӗншӗн тесен ҫав самантра автовокзалти диспетчер Хусахмата каякан автобус ҫула тухма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ те, Таранов унталла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ара, эс колхозӑн тӗп инженерӗччӗ, ҫав ӗҫре ҫирӗм ҫула яхӑн тар тӑкнӑччӗ — сасартӑк колхозран шкула куҫрӑн, ӗҫ учителӗн урапине кӳлӗнтӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Атту ҫак шартлама сивӗре кам ухмахӗ ҫула тухать?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑван ялне пӗртен-пӗрре ҫитсе килчӗ те хӗре манчӗ тейӗн, инҫе ҫула тек пуҫтарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Музейра тӗрлӗ инструмент вырӑн тупнӑ, ҫав шутра 200 ҫула яхӑн маларах хатӗрленӗ кӗсле те пур.

В музее свое место нашли различные инструментальные инструменты, в том числе изготовленные примерно 200 лет назад гусли.

Тата тепӗр музей уҫнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34945.html

Тата ҫакна каласа хӑвармалла, ҫак ҫула туса пынӑ чухнех, кунта тӗрлӗрен шӑтӑк-путӑксене хупласа пыма, транспорт ҫӳреччӗр тесе, юнашарах ҫав ӗҫсене туса пыратпӑр терӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Влаҫра тӑрӑшакансем ҫак 4 ҫухрӑм ҫула юсама пӗрмай шантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ҫула предприятисен ӗҫченӗсене явӑҫтарса сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Ача ҫурчӗпе инҫе ҫула тухсан аслисем начаркка шӑпӑрлан, выҫӑпа аптӑранӑскер, урамра макӑрса тӑнине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Эсир ҫула май курнӑ илемлӗ те ҫутӑ ҫуртсене юлашки ҫулсенче турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Унта хутшӑннисем пӗр саслӑ пулса хуҫалӑха ертсе пыма тата 3 ҫула Александр Зайцева суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Раҫҫей шайӗнчи ҫула юртан вӑхӑтра тасатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Ҫакна пӗлме пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Планпа килӗшӳллӗн территорие тӗрӗслеҫҫӗ, телефонпа мина хунӑ тесе пӗлтерсен васкаҫҫӗ тата ытти те – иртнӗ ҫул 130 хутчен йӗрке хуралҫисем ҫула тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Кӑҫал 18 хутчен ҫула тухнӑ, хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан хатӗрсене тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Ҫула май ҫулӑмпа кӗрешекенсем чӑн-чӑн паттӑрсем пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех