Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисем сăмах пирĕн базăра пур.
ыттисем (тĕпĕ: ыттисем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ ун пек юрату пирки мар, ҫынсен пӗр-пӗрне юратмалли-килӗштермелли, эсӗ те, эпӗ те, ыттисем те пӗр-пӗрне хисеплемелли, лайӑх тӑвассишӗн тӑрӑшмалли пирки калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӗҫ-пуҫ чӑн та лайӑха ҫаврӑнасса шанса пӑрӑнса утрӗ ҫеҫ, Сидор Иванович платник патне пычӗ те ыттисем илтмелле мар: — Тӑхта, ан ҫӗмӗр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Пырас-и, пырас мар-и, — шутларӗ Ирина шӳтлеме-тӑрӑхлама тара кӗрешме те хирӗҫ мар Архипов виҫӗм кун вунулттӑмӗш хутра пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен аса илсе ӑна ыттисем умӗнче намӑс кӑтартасран вӑтанса. — Паян мар-тӑк, ыран пӗрех тӗл пулмалла. Халех курнӑҫни, тен, аван та», — тӗв турӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапах Кӑркка Сӑмси парӑнман, ҫавнашкал йӗрӗхсенчен иккӗшне судпа айӑпланӑ та, ыттисем хӑйсемех хӳрисене кирлӗ ҫӗре хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Хӗрарӑмсем бидонпа сив шыв ӑсрӗҫ те ҫырмана чупса анчӗҫ, ыттисем те вӗсем хыҫҫӑнах утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыттисем патне пынине пӑхса ӑмсанаттӑм.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку хӑрушӑ саманта Ҫинахван ҫеҫ лайӑх курса юлчӗ, ҫавӑнпа пуль ыттисем шарламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов юриех шарламарӗ, ыттисем пуҫӗсене ҫеҫ пӑркаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Палюк йӗксӗкӗсем кусем, ыттисем Сятровсем патӗнче, — куҫне шӑла-шӑла йӗрет Пӑлаки.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ермолайпа Клавье чи малтан сывпуллашмалли хӳхлеве пуҫлаҫҫӗ, ыттисем вӗсене пулӑшаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыттисем те вырӑн ҫитнӗ таран ларса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ хут та намӑс пулса кайрӗ ӑна, хӗрарӑмран ҫупкӑ туяннӑшӑн тата ҫавна ыттисем, инҫех те кайса ӗлкӗреймен ҫынсем курнӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыттисем юр ҫине ларчӗҫ, усаллӑхне ӳстерсе канса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ: халӗ пӗри хӗрарӑма хыҫалтан йӗрлерӗ, ыттисем — айккисенчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыттисем те ун тавра пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун ҫумне Нюҫҫа хутшӑнчӗ, унтан — ыттисем, хурлӑхлӑ сасӑсем ҫынсен ушкӑнне ҫурмалла касса ҫурнӑ пекех туйӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи те ыттисем пекех именереххӗн кӑна утса пырса сывлӑш утравӗн хуҫи умне чӗркуҫленет, ҫӗре ҫитичченех пуҫне таять.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ыттисем те пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах клуба ҫитеҫҫӗ», — каласа парать Герман Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Эпир хамӑр ҫеҫ мар, пирте ыттисем те пур; кашнин ҫитӗнӗвӗ – пӗрле тунӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ыттисем, пӗрле ҫапӑҫнисем, тахҫанах ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех