Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн ӗҫӗр тулашри суту-илӗве йӗркелесе тӑма, ҫӗршыври тавар туса кӑларакана тӗрев пама, шалти рынока саккунсӑр продукцирен хӳтӗлеме, бюджет тупӑшӗсене ӳстерме пулӑшать.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн таможня ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/25/news-3962527
«…Закавказье ыйтӑвӗ тӗлӗшӗнчи пирӗн пӗр-пӗтӗмлӗ политика вӑл ҫакӑ: Грузия, Армения тата Азербайджан ыйтӑвӗсем — Российӑн хӑйӗн шалти ыйтӑвӗсем, вӑл ыйтусене татса парас ӗҫе нимӗҫсен хутшӑнмалла мар тесе, нимӗҫсене официальнӑ йышӑнтарас пулать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Великороссийӑн шалти ӗҫӗсене хутшӑнас тесен, аллӑмӑрсем пирӗн ирӗк пулмалла…Но чтобы вмешаться во внутренние дела Великороссии, нужны развязанные руки…
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ӗлӗк, Смольнӑй улпут хӗрӗсен институчӗ пулнӑ чухне, ку пӳлӗмре классная дама пурӑннӑ; халӗ те кунта ун чухне мӗнле япаласем пулнӑ, ҫавсем пурте ҫав-ҫавах тӑраҫҫӗ: пӗр кӗтесре — ҫирӗкрен тунӑ начаркка буфет тӑрать, тепӗр кӗтесре — пасартан туяннӑ, алӑкне куҫкӗскисем лартса хитрелетнӗ шкаф, тата якалса ҫитнӗ диванпа юнашар якалса пӗтнӗ креслӑсем тӑраҫҫӗ; пӳлӗмӗн шалти пайӗнче — шурӑ хӑмасемпе пӳлнӗ перегородка, ун хыҫӗнче Владимир Ильич тата Надежда Константиновна ҫывӑракан икӗ тимӗр койка тӑрать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Шалти пӑтравсем пирки вӗҫӗмсӗр асапланса пурӑннӑскерсем, пирӗн паттӑр ҫарсем Хӗвеланӑҫ фронтӗнче ҫӗнтерсе пынисене эпир хавассӑн сӑнаса тӑтӑмӑр.— Терзаемые внутренней смутой, мы с восхищением следим за успехами ваших доблестных войск.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Нихҫан та вӑл хальхи пек вичкӗн чунлӑ пулманччӗ-ха, ҫынсене, ҫынсен ушкӑнӗсене, пухусемпе учрежденисене ӗҫлеттерекен шалти пружинӑсене кунашкал уҫҫӑн курманччӗ, иккӗмӗшле ыйтусем хушшинче чи кирлине ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑн асӑрхаса уйӑрманччӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫапла сӑлайласа хӑтланса эпӗ шалти иккӗмӗш картишне ҫитрӗм.При помощи таких ухищрений я достиг второго внутреннего двора.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кермен патне площадь енчен утса пырса пукана ҫӗре лартрӑм та ун ҫине хӑпарса тӑтӑм, теприне ҫурт ҫийӗпе ҫӗклесе каҫарса шалти пӗрремӗш картишне ерипен лартрӑм; картишӗн сарлакӑшӗ сакӑр фут.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Император пурӑнакан пӳлӗмсем шалти, иккӗмӗш картишӗнче.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӗп ҫурчӗ, хӑйӗн шалти картишӗсемпе, сарлака плошадьре ларать; площачӗ тавралла икӗ фут ҫӳлӗш хӳме ҫавӑрнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Патшалӑх пулӑшӑвӗн халӗ вӑйра тӑракан мелӗсем Чӑваш Ен аграрийӗсене пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме, ҫӗршывӑн шалти рынокӗнче хӑйсен майӗсене анлӑлатма, отраслӗн экспорт вӑй-хӑватне ӳстерме май парасса шанса тӑратӑп.
Олег Николаев ял хуҫалӑхпа тирпейлекен промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/10/10/glava-chu ... aet-s-dnem
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/11/10/glava-chu ... aet-s-dnem
Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/11/10/glava-chu ... aet-s-dnem
Ӑна пӗр арҫын вӑрланӑ тесе шухӑшланӑран Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫавӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Хаклӑ эрех ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30240.html
Вӑл хӑйӗн пӗчӗк йӗмӗн шалти хутӗнчен тата темскер кӑларма тытӑнчӗ.
Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ача кепкине хыврӗ, унӑн шалти подкладкине ҫурса уҫрӗ те, ҫыру кӑларса тыттарчӗ.
Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сатурн ункине планета ҫине тӑхӑнтартса лартман: ункӑн шалти хӗррипе планета ҫийӗн хушши темиҫе вунӑ пин километр пулать.
Сатурн // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тулашри йӗр тӑрӑх хачӑпа касса тух, шалти ҫаврашкине касса кӑлар, вара варринче шӑтӑклӑ пысӑк ҫаврашка е лаптӑк ункӑ пулса тӑрать.
Сатурн // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Юпитер ытти шалти планетӑсенчен хӑйӗн спутникӗсем нумаййипе уйрӑлса тӑрать: вӗсем унӑн вуниккӗ шутланаҫҫӗ.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫулҫӳревҫӗсем тӗнче уҫлӑхне ракетӑпа вӗҫсе кайсан, вӗсем шалти кирек хӑш планета ҫине те пырса ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.