Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсене (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсене чӑрмантаракан.

И мешает теперь им жить.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах шел, Янтул асӑрханӑ тӑрӑх, чухӑнлӑх вӗсен варӗсене-васакӗсенех витнӗ пулас, хӑйсене танлӑрах тытма пӗлмеҫҫӗ.

Однако Яндул с сожалением отмечал, что девушки, несмотря на свой приличный внешний вид, вели себя неразумно: видимо, настолько глубоко вселилась в них бедность.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старикӗн выртмалӑх вырӑнӗ ҫук, апачӗ ҫынна ҫитерме мар, хӑйсене ҫитмест.

Да и места спального в доме старика нет, еды тоже самим еле-еле хватает…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ячӗсем те хӑйсене кура-мӗн: Енчӗпек, Кӗмӗш, Мерчен, Емпике, Хӗрпике, Селиме.

А чего стоят их имена: Ендебек, Кемеш, Мерчень, Ембиге, Хербиге, Селиме…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗркун мана пӗр учитель темле «Ученые записки» ятлӑ кӗнеке пачӗ те, ҫавӑнта чӑвашсем валли кӗнекесем кӑлармалла мар, чӑвашсене хӑйсене те пӗтермелле тенӗ.

Недавно мне один учитель дал какие-то «Ученые записки», так там написано, что для чуваш не следует, мол, издавать книги на их языке. Да и самих надо истребить.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйсене тара тытма пынӑ хуҫасене асӑрхамасӑр, вӗсем пӑтранчӑк Атӑл ҫине ытараймасӑр пӑхаҫҫӗ.

Не замечая своих будущих хозяев, пришедших нанимать их на лето, они жадно, с любовью глядят на просыпающуюся после долгого зимнего сна Волгу.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах унта хитришӗн мар, ниҫта кайма ҫуккипе аптраса ҫынсене курма та хӑйсене кӑтартма тухаҫҫӗ пулмалла, мӗншӗн тесен Атӑл хӗррине ҫитнӗ-ҫитменех шыв еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ те хула ҫине пӑхса хӗвел ҫаврӑнӑш катма пикенеҫҫӗ.

Не оттого, что там уж слишком красиво да нарядно, а оттого, что некуда им деться. Куда еще пойдешь? Вот и выходят к пристани — людей посмотреть, себя показать. Стоят или прохаживаются туда-сюда, лузгают семечки.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мероприяти курӑмлӑ иртнӗ, унта хутшӑнакансем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравсем илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Ачасем уроксенче, тӑхтавсенче, столовӑйра хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен калаҫнӑ, «асамлӑ сӑмахсем» аса илнӗ, тупмалли юмах тупсӑмӗсене тупнӑ, вылянӑ, хӑйсене мӗнле тытмалли культура ҫинчен видеофильм пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул этикечӗ ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2022- ... rn-3026903

Ку ӗнтӗ вӑл пӗчӗк ачана урамра хӑйсене мӗнлерех тытмаллине вӗрентнӗ евӗрех: мӗнрен асӑрханмалла, палламан ҫынпа калаҫмалла мар тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ҫав вӑхӑтрах хӑйсене Интернет уҫлӑхӗнче мӗнлерех тымалли ҫинчен пӗчӗкренех каласа тата кӑтартса памалла.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Тӗрӗссипе, ҫын пурлӑхне хапсӑнакансен аллине лекекенсем малтанласа хӑйсене улталанине ӗненмеҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ахальтен мар Раҫҫейре пурӑнакансенчен 78 проценчӗ хӑйсене Интернет уҫлӑхӗнче мӗнлерех сыхласси ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме кӑмӑл туни ҫинчен хыпарлать.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Хӑйсене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑшӑн чун-чӗререн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Хӑйсене хӳтте илнӗ ҫӗршыв саккунӗсене тӳрӗ кӑмӑллӑн пӑхӑнса пурӑнма, унӑн культурипе йӑли-йӗркисене хисеплеме тупа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене алла илчӗҫ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%80%d0%b ... b%d1%87ec/

Вӗренекенсем хӑнасенчен интервью илсе хӑйсене практикӑра тӗрӗслӗҫ, кирлӗ ыйтусем пама вӗренӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналист ӗҫӗпе паллашаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b6%d1%8 ... %d0%b0cce/

Вӗсем хӑйсене шаннӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Хӑйсене сыв мар туйсан халӗ те Тутар Элпуҫӗнче пурӑнакан Наиле Мингалеевна патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

«Хӑйсене тӗрлӗ отрасльсенче тӗрӗслесе пӑхакан, профессисен тӗнчинче хӑйсен вырӑнне шыракан ачасемшӗн «Пуласлӑх кочӗ» проектри программировани курсӗ IТ сферинчи пӗлӗвӗсене тӗрӗслеме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Паҫӑр хӑйсене уйрӑммӑн-уйрӑммӑн та кӑшт хуҫалларах тытнӑ ҫынсем халӗ кашниех Ухтиван ҫывӑхӗнче пулма тӑрӑшаҫҫӗ, ун ҫине пӑхаҫҫӗ.

Еще совсем недавно они почувствовали себя хозяевами положения, а теперь растерянность, нерешительность на их лицах, они стараются быть поближе к Ухтивану, ждут, что он скажет.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех