Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑннӑ (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрнепи ҫине кив тумтир, пуҫне ҫӗтӗк тюбетей тӑхӑннӑ ачана курчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ, унтан ҫари ҫухӑрса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене уйӑрса илме йывӑр мар: хӗрсем сулахай хул урлӑ тевет ҫакнӑ тата пуҫа тухья тӑхӑннӑ, кӗҫӗн кинсем хушпу тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи хӑй хыҫҫӑн хапхана питӗрмен иккен те, хыттӑн калаҫнине илтсе-ши е ҫуллӑ пӑтӑ шӑршине туйса картишне хура та вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ игумен кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене курман пек пулса ҫав-ҫавах утӑ ҫулакан халӑх ку ҫынсем хушшинче пуҫне тем ҫӳллӗш хура калпак тӑхӑннӑ священник пуррине те асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫине вӑл казакин тӑхӑннӑ, уринче — ҫӑм пушмак, пуҫӗнче — пурҫӑн ҫиппе тӗрлесе эрешленӗ кӗлеппуҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тулта сывлама ҫук вӗри пулсан та хӑй хура сӑсар тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑрнашка ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паҫӑрхи тумне хывса чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗша тӑрӑхне таврӑннӑ чухне малта йӗс шлем тӑхӑннӑ, йӗнер сӑмси урлӑ Салтыков хӗҫне хунӑ Мамич-Бердей пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс кам пулатӑн вара? — ыйту ҫине ыйтупа хуравларӗ кил хуҫи, хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ват ҫын.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӑхӑтра ун умне тӗрленӗ шур кӗпе вӗҫҫӗн, кӑкӑр урлӑ тевет ҫакса янӑ, пуҫне тухья тӑхӑннӑ чипер хӗр ача тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑр шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче аслӑ княҫпа унӑн ҫыннисене пуҫа хушпу, ҫие шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсен ушкӑнӗ тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсем складсене ҫитсе ҫири тумтирӗсене улӑштарса тӑхӑннӑ, ҫунасем ҫине хӗҫ-пӑшалпа апат-ҫимӗҫ нумай тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳлти пусма вӗҫне хӗрлӗ сӑхман евӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ тулли ҫын тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тулта йӗпе юр ҫӑвать пулин те элчӗ аркине тата ҫанӑ вӗҫӗсене пурҫӑн ҫиппе эрешленӗ ҫӗнӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, пуҫӗнче унӑн шӗвӗр вӗҫлӗ сӑсар ҫӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл сисиччен тахӑш кӗтесрен аскерӑнни евӗрлӗ казакин тӑхӑннӑ хуралҫӑ сиксе тухрӗ, ман хыҫҫӑн пыр тесе хӗрлӗ чул сарнӑ ҫулпа хан керменӗ патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аскер ӑна ӑнланчӗ, уяв тумӗ тӑхӑннӑ ҫынна ӗнсерен ярса илсе айккинелле сӗтӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малти ҫуна ҫинче фуфайкӑпа ваткӑллӑ шӑлавар ҫинчен комбинезон тӑхӑннӑ Михала ларса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑл тӗрленӗ шурӑ катан пир кӗпе тӑхӑннӑ, выртман ҫӳҫне ҫу сӗрсех каялла тураса якатнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗри хура така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗк, тепри хӗвелпе тӗссӗрлене пуҫланӑ кӑвак карттус тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Тутӑр вырӑнне шап-шурӑ катан пир калпак тӑхӑннӑ Ультюк, банкӑсемпе склянкӑсенчен эмелсем кӑларса, тараса ҫине хурать, виҫсе пакетлать, ҫиеле ятне тата хисепне ҫырса хурать.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех