Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лев Борисовича эпӗ виҫӗм ҫулах курнӑ-ҫке-ха, ун ҫинчен хамӑр ял ачисене те тахҫанах каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Маншӑн кунта ӑҫта мӗнле кӑмпа ӳсни тахҫанах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Твикка ун пек мар, вӑл, Палюк мучие те мана та тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗскер, эпир кунтах иккенне курчӗ те ниҫта кайма та шутламарӗ; тутлӑ апат парасса кӗтсе пирӗн хыҫҫӑн лӑпӑстаттарса кӑна ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Шыв чакса пынине тахҫанах асӑрхасаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Утар хыҫӗнчи ҫырмана колхоз тахҫанах пӗвеленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Халь эпӗ те ӑнланса илтӗм: ку пралукпа тахҫанах ҫыхнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Тахҫанах лартнӑ вӑл ку ӑвӑссене.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Вӑл пӗвене тахҫанах пӗвенӗ, йӑмрисене те ҫавӑн чухнех лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ун ҫинчен мана Степан Лукич тахҫанах каласа панӑччӗ, сӑн ӳкерчӗкне те, вӑл ҫырнӑ кӗнекесене те кӑтартнӑччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна халь хӑйне курсан тӳрех ас туса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Юрать-ха, вӑрманӗ ӳссех тӑрать, унсӑрӑн ҫынсем тахҫанах пӗр йывӑҫсӑр тӑрса юлнӑ пулӗччӗҫ, — тавҫӑрса илем пекки пултӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Ҫур ҫӗр те иртнӗ, автансем те тахҫанах вӑхӑт ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Анна тахҫанах ҫавна кӗтнӗ пек тата та ун ҫумнерех лӑпчӑнчӗ, тилхепене те туртса пыма пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тахҫанах хӑюланса ҫитнӗ хӗрарӑм унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑпарса ларать…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тӗрме кӗтет-ха ӑна тахҫанах.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ҫӗршывра пур ҫын та таса кӑмӑллӑ та ырӑ пулсан, тахҫанах коммунизм тумалла.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кӑна халӑх та тахҫанах каланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫинукӑн амӑшӗ тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, кӳршӗсен йытти те, Ҫинук анкартипе кӗнӗ чух вӗрме пуҫланӑскер, шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ачисем саланни те тахҫанах.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Турӑ пулсан спутниксене те тахҫанах ҫапса антармалла.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Хӗрлӗ пилоткӑллӑ автан, ял тахҫанах вӑраннӑ пулин те, чӑтаймасӑр тепӗр хут авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех