Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳртре (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫитнӗ чухне Урасмет амӑшӗ картишӗнче тин пуснӑ хур тӗкне тататчӗ, ҫавӑнпа алманчӑ тапкӑпа та ҫупкӑпа илсе килнӗ Эрнепирен пӳртре татах та нумай мӑшкӑлласа кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ тарҫисем кӗрсен пӳртре асар-писер кӗрешӳ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртре, пӗчӗк ача макӑрнӑ евӗр, шӑпӑр сасси янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртре укҫине пытарма вырӑн шыраса ҫӳрекен Альтук инке ӑна ним тавӑрса калама та пӗлмерӗ, хӗрӗшӗн куляннӑ пек туса саппун вӗҫӗпе типӗ куҫӗсене ҫеҫ шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах пӳртре икӗ хӗрарӑм ҫинҫе сасӑпа юрӑ пуҫласа ячӗҫ, алӑран алла курка та черкке ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасметӑн пӗртен-пӗр тӑванӗ Патирек кайри пӳртре никампа та хутшӑнмасӑр, ниҫта та тухса ҫӳремесӗр пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерекпе юнашар тепӗр пӗчӗк пӳртре иккӗмӗш кун ӗнтӗ тӑршшӗпе хӗрарӑм макӑрни илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрӑ пӳртре ҫеҫ мар, чӳречесем уҫҫине пула тулта та хытӑ янӑрать, тарҫӑсем каялла-маялла чупса ҫӳрекен картишӗнче, юлан утсемпе тата вӗсене курма пуҫтарӑннӑ ҫынсемпе тулнӑ урамра, кунтан кӑн-кӑваккӑн курӑнса выртакан Атӑл ҫийӗнче илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑ хӗрсем тархасланипе унӑн килне кайса хӑйӗн шӑпӑрне те илсе пымалла пулчӗ, каҫхине вара пахчари ҫӗр пӳртре чылайччен шӑпӑр макӑрни тата хӗрсем хурлӑхлӑн юрлани илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан керменӗнче те пулса кур, вырӑс вайпучӗпе ҫапӑҫӑва кӗр, таркӑнсемпе вӑрманти ҫӗр пӳртре пытанса пурӑн…

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Килкартинче те, пӳртре те ҫын ҫук.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳртре хӑйӑ ҫути ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушпа Тимуш алӑка уҫса янӑ вӑхӑтра шӑпах тӑхӑр сехетчӗ, пӳртре сасӑ янӑраса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑшт тӑрсан, пӳртре лампа ҫути курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чӑрманма кирлӗ мар: кайри пӳртре ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кайри пӳртре пирӗн таракан нумай.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кайса ларар беседкӑна — пӳртре шӑрӑх, — чӗнчӗ Слюсарев, веранда еннелле кайса.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳртре — кӑмакара ҫӑвӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳртре юрлани урамранах илтенне…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех