Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхма (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав юрӑҫа итлесе пӑхма тесе, ҫурхи йывӑр ҫула пӑхмасӑр, Пазухин вун икӗ ҫухрӑм ҫуран килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Лавр Кузьмич хӑйӗн ытарайми сачӗ ҫине тек пӑхма пултараймарӗ, пӳрте кӗчӗ те икӗ курка хаяр кӑрчама ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Выҫӑпа каҫӑхса ҫитнӗ йытӑ (Манефа кайнӑранпа ӑна никам та тӑрантарман), хуҫана курсан, йынӑшса вӗрме, хуҫа куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхма, ун аллисене ҫулама пикенчӗ, анчах чунсӑр этем ӑна хӑй ҫумӗнчен тапса уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Путевка пирки шутласа пӑхма тивет сирӗн, Макар Ильич, — терӗ врач.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑйӗн ӗҫӗ ҫине те, юлташӗсен ӗҫӗ ҫине те хаяр та тӗрӗс куҫпа пӑхма хӑнӑхнӑскер, Каюров искусство ҫине ҫӑмӑлттайла, профанла, «укҫа ҫапмалли» ҫӑмӑл меслет ҫине пӑхнӑ пек пӑхакансене пӗтӗм чунтан кураймасть.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Хӗр пӑхма каймастӑн пуль-ҫке, тӑванӑм?

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл Лавра лайӑхрах пӑхма, ӑна юрама тӑрӑшрӗ, ун умӗнче, уйрӑмах хӑнасем пур чухне, сар ҫу пекех ирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл юлташӗсем ҫине пӑхма та, Макара сӑмах хушма та вӑтанчӗ, ӑна пурте ун намӑсне пӗлнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мефоди-ҫурӑ пӗрре Таҫукпа, тепре Райӑпа ташласа, иккӗшин пуҫне те ҫавӑрчӗ: тус-хӗрсем пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑлсӑртарах пӑхма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир Хветле инкепе сыв пуллашрӑмӑр те кӗрхи тулӑ калчине пӑхма ана ҫине хӑпартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эсӗ ман «маттурлӑха» ан пӑх: ҫиелтен пӑхма ҫеҫ вӑл… ҫӗрлесерен ҫывӑраймасӑр аптӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

(Вӑл, республикипе паллӑ ҫын, пӑхма пурне те хаяр пек курӑнаканскер, хӑй ман умра темле «вилме маннӑ» карчӑкран ачалла хӑранишӗн вӑтаннӑ пек пулчӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ӑна пӑхма пулать, — тесе, старик пире хӑмаран ҫапса тунӑ будка умне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑнтанпа эпӗ кайӑк хур картисем ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня пырса кӗмессерен салтак кӑкӑр ачи хӑйӗн амӑшне курнӑ чухнехи пек савӑнса ӳкет, ҫав хушӑрах вӑтанать те: — Таня, эсӗ ман ҫывӑха ан лар, — тет вӑл, хӗр куҫӗнчен пӑхма именсе.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр икӗ ҫултан, тен, эсӗ те каччӑсем ҫине ман евӗрлӗ пӑхма тытӑнӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӑхма хӑрушӑ: хӑшин алли-ури ҫук е питне-куҫне, е пӳрнисене йӑлт тӑм илсе лартнӑ та… епресе тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Качака вӗсемшӗн пурнӑҫ ҫӑл куҫӗ пекех пулчӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна, ачана пӑхнӑ пек, ачаш пӑхма, юлашки татӑка та тенӗ пек унпа пайлама тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вара ватӑскерех тек килте ахаль ларасшӑн пулмарӗ: ӗҫсӗр лараканшӑн кун вӑрӑм, текелесе, госпитале аманнӑ салтаксене пӑхма кайса кӗчӗ (ҫамрӑкрах чухне вӑл больницӑра сестра пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех