Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахнӑ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Дегтярева хӗнесе тӑксан, е дуэльте ҫерҫие персе пӑрахнӑ пек вӗлерес-тӗк… ӗҫ вырӑнӗнчен кӑларса ҫапсан е мрамор вазӑна пӗр-пӗр аван мар, шӑршлӑ япала — сӑмахран, йӗкехӳре виллине — чиксе хурсан мӗнле аван пулмалла та», — тесе шухӑшларӗ.

И он думал, что хорошо бы теперь побить Дегтярева, подстрелить его на дуэли как воробья… спихнуть с должности или положить в мраморную вазу что-нибудь неприличное, вонючее — дохлую крысу, например…

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Уйӑх ывӑта-ывӑта сапалакан мӗлкесем сӗт кӳллинчи курӑк ҫине пӑрахнӑ хура пархӑт пусма евӗр.

Тени, отбрасываемые луной, казались черными бархатными кусками, брошенными на траву, залитую молоком.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Урисем пиҫӗлӗхне ҫухатрӗҫ, шухӑшӗсем шыв юххине пӑрахнӑ турпас евӗр ҫаврӑнса-чикеленсе вирхӗнеҫҫӗ.

Ноги утратили гибкость, мысли завертелись и понеслись, как щепки, брошенные в поток.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вырӑнти тӑрпалтайсенчен пӗри те мана аса та илмест, эпӗ — ҫынсем пӑрахнӑ, пурне те йӗрӗнтерекен этем — ӗҫе юратакан ҫак мӗн пур пурнӑҫ пуҫламӑшне хывнине пӗлесшӗн те мар.

Никто из местных балбесов не хочет помнить, что я, отверженный и презренный, положил начало всей этой трудолюбивой жизни.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӗсенчен инҫех те мар ултӑ тискерчӗк ҫурма ункӑлла кукленсе ларнӑ, — куҫӗсене ухмахла чарса пӑрахнӑ.

Недалеко от них на корточках, полукругом сидело шесть дикарей с безумно вытаращенными глазами.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах ҫаврӑнса пӑхсан Гент ахӑлтатсах кулма пуҫларӗ: Цаупере пӑшалне пӑрахнӑ, пуҫне аллисемпе ҫатӑрласа тытнӑ та ӳпне тӑсӑлса выртнӑ.

Но, оглянувшись, охотник расхохотался: Цаупере, бросив ружье, лежал ничком, охватив голову руками.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Наҫилккеҫӗсен пӗр пайӗ тӗркемсене пӑрахнӑ та пӗр ҫӗре кӗпӗрленнӗ, унта темӗн нирки хӗрсех пуплеҫҫӗ.

Часть носильщиков побросала тюки и столпилась, горячо толкуя о чем-то.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кур, музунгу, — хумханса ӳкнӗ тискерчӗк лав патнелле вирхӗнчӗ, ҫыхса пӑрахнӑ чӑхсенчен пӗрне ҫӗклерӗ те ҫапкаланакан кайӑка уринчен туратпа чикрӗ.

Смотри, музунгу! — Взволнованный Цаупере сбегал к повозке, где лежали связанные куры, и, взяв одну, уколол затрепыхавшуюся птицу в голень.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл Гентпа Стэнлие вӑрттӑн туратсене тӑсса кӑтартрӗ, хӑй вара куҫӗсене вилес умӗнхилле чарса пӑрахнӑ, пит-куҫне пӗркелентерет, кӗлеткине пӑркалать-хуҫкалать.

Он протягивал к ним таинственные щепочки, закатывая глаза и корчась, как в смертных судорогах.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Асра юлмалли ҫав каҫ хыҫҫӑн Асмани башньӑн ҫапса ӳкернӗ, ҫыхса пӑрахнӑ хуралҫине манаймасӑр хӑйне асӑрхануллӑн тытать — вӑл экспедици пирки наҫилккеҫӗсемпе пачах нимӗн те калаҫмасть.

Асмани после памятной ночи, помня зашибленного и связанного сторожа башни, держался настороже — он перестал вообще говорить что-либо с носильщиками по поводу экспедиции.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӗлӗнмеллерех пичӗ йӗрӗнӳпе те сехӗрленӳпе хуҫкаланать; куҫӗсене чарса пӑрахнӑ та чӗлхине хыттӑн-хыттӑн сӑтӑрать.

Его странную физиономию сводило отвращением и ужасом; он тер язык, вытаращив глаза.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сӑнарласа эпир пӗр миля, икӗ е вунӑ миля та кӑларса тӑратаятпӑр; сасӑ вӑйне — тупӑ персе кӗрӗслеттернӗ инҫӗшпе, пуянлӑха харкам тӗмсӗлӳ виҫипе-хисепӗпе палӑртаятпӑр, анчах ҫав тери вӑрӑм инҫӗш те, пин тупӑ кӗрӗслетӗвӗ те, сапаласа пӑрахнӑ ҫӗр-ҫӗр пӑт мул та, вӑл ҫакӑнтах, алӑ айӗнчех выртсан та, шухӑш сӑнарлавне хӑйсен чӑн-чӑн вӑйӗпе уҫса кӑтартаймаҫҫӗ.

Мы можем картинно представить расстояние мили, двух, даже до десяти; силу звука — в пределах пушечного выстрела; богатство — в размере наших личных вожделений, но ни расстояние значительное, ни гром тысяч орудий, ни сокровища, рассыпанные сотнями пудов, хотя бы они были под рукой, не откроют воображению истинной своей силы.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак тӗллевпе Санди Пруэль матроса укҫа парса ҫавӑрса паллӑ мар ҫынсем Сандие ҫыхса пӑрахнӑ, — ара, ун тӗлӗшпе шанманлӑх ан пултӑр тенӗ, — унтан вилене Гарден сӑмсахне илсе ҫитернӗ, ҫавӑнта ӑна «Ылтӑн сӑнчӑрӑн» пысӑкран та пысӑк склепӗнче пытарнӑ.

Ради этого, подкупив матроса Санди Пруэля, неизвестные люди связали Санди, чтобы на него не было подозрения, и вывезли труп на мыс Гардена, где и скрыли его в обширных склепах «Золотой цепи».

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл чирлӗ амӑшӗ патне кайнӑ; амӑшӗ вилнӗ, Эстамп юратса пӑрахнӑ та авланнӑ.

Он поехал к больной матери; она умерла, а Эстамп влюбился и женился.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Шыва пӑрахнӑ чул пек ҫухалчӗҫ.

— Исчезли, как камень в воде.

XX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Хӑйне хӑй юратса пӑрахнӑ, — пӗтӗмлетрӗ Дигэ.

— И самовлюблен, — определила Дигэ.

XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл хӑйне йӑррӑн, сумлӑн тытать, вӑл — хӑйсеннисен хушшинче; эпӗ вара — ют, куҫӑмсене чарса пӑрахнӑ та сивлеккӗн пӑхкаласа тӑратӑп.

Он держался ловко, почтительно и был своим, а я — я был чужой и стоял, мрачно вытаращив глаза.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫын тин ҫеҫ хывса пӑрахнӑ юбкине пӗр аллипе тытса тӑрать пулин те — револьверлӑ ҫак ҫын ҫине сикме Лемарен, паллах, ухмах мар-ха; револьвер манӑн — тепӗр аллӑмра, тапӑнӑва сирмешкӗн эпӗ ӑна халь тесен халь ӗҫе яма хатӗр.

Лемарен не был так глуп, чтобы лезть на человека с револьвером, хотя бы этот человек держал в одной руке только что скинутую юбку: револьвер был у меня в другой руке, и я собирался пустить его в дело, чтобы отразить нападение.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ҫавах ахӑр, — шӑллӗн ҫапларах евитлемелле, — ку шӑп та лӑп ҫав вырӑн, — акӑ юпа, авӑ илсе пӑрахнӑ чул катрамӗ; юнашарах «Мелузина» тӑрать…

— Верно, то, — должен сказать, брат, — это то самое место и есть, — вот тумба, а вот свороченная плита; рядом стоит «Мелузина»…

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

8) (8-мӗш ҫум пункта кӑларса пӑрахнӑ.

8) исключен.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех