Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартрӗ (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Веденский учительницӑпа пӑшӑлтатса илчӗ те Коля ӗҫӗ ҫине «5» лартрӗ, Катьӑпа иксӗмӗрӗнне — «5».

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Часах вӑл пӗчӗк лампа ҫутса тухрӗ, ӑна чӳрече умне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫак вӑхӑтра Коля ҫӗлӗкне икӗ аллипе пусса лартрӗ те чиркӳ патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара эпӗ йӑваш тенӗ пуп Петӗрӗ хӑлхинчен ҫавӑрса тытрӗ те турӑш умне чӗркуҫҫи ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче ӑна, хулпуҫҫинчен ҫемҫен тытса, тӗпелти урлӑ сак ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кӗрӳ, ҫула тухса кайиччен, тӑванусемпе, ял-йышпа ларса апатлан, — терӗ кукаҫи, унтан сӗтел умне пушӑт питлӗ пукан лартрӗ, чашӑк патне атте кашӑкне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай сӗтел ҫине пӑтӑ лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай, хӗрелсе кайнӑ куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлкаласа, чӳрече умне куркапа шыв пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл сӑхманне тӳмелерӗ, картузне лапрах лартрӗ, — кайма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Илсе килтӗмӗр, — терӗ анне, унтан хутаҫран ҫӑмартасене, шӑрттана кӑларса стражника тыттарчӗ, сӗт чӗрессине насус урапи ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне Епифана апат лартрӗ, ҫул ҫинче ҫиме тӑварланӑ хӑяр шурӑ ҫӗтӗкпе ҫыхса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав хушӑрах тин ҫеҫ ҫатма ҫинчен илнӗ икерчӗсене ывӑспа сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Стражник ҫак ҫынсене те хурал пӳртне хупса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче мана хам сӑхман ҫийӗнчен кивӗ аҫампа витсе чӗркесе ҫуна пуҫне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эсӗ лар ҫакӑнта, ниҫта та ан кай, — терӗ мана Шӗшлӗ; вите умне ҫавӑтса пычӗ те ҫӗрех лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай мана ырхан аллипе пуҫран шӑлса илчӗ те хӑй ҫумне сак ҫине йӑтса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана выртнӑ ҫӗртен йӑтса ыталарӗ, ҫӗре лартрӗ, вара тимӗрҫӗ ҫинелле калама ҫук ӑшӑ куҫпа пӑхса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана ҫавӑтса вӑл пӳрте илсе кӗчӗ, хул айӗнчен тытса ҫӗклерӗ те сӗтел хушшине лартрӗ, вара хамӑн пӗчӗк тӑм чашӑкпа яшка антарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавӑншӑн вӑл мана икӗ «5» лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

- Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ служба умне тата мӗнле тӗллев лартрӗ?

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех