Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем питӗ хавас кӑмӑллӑ, хӑйсене аван туяҫҫӗ центрта.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Палӑртма кӑмӑллӑ, кану центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетнисӗр пуҫне, ӑс-тӑна пуянлатма меллӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине, тавра-курӑмлӑха та ӳстерсе пыма тӗрлӗ условисем пур.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ҫакӑ, паллах, кӑмӑллӑ пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Ку тапхӑрта чи малтанах хӑвӑрпа уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла, ума тухса тӑракан ыйтусенчен тармалла мар.

Это время, когда нужно быть откровенным в первую очередь с самим собой, не пытайтесь уходить от возникших проблем.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем вара кӑмал лайӑх пуласса систереҫҫӗ - лайӑх хыпар илтетӗр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

А оно будет хорошим, так как звёзды обещают хорошую новость или приятную встречу.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Импорт ӳсӗмӗ пысӑкрах, ҫапах экспорт хушӑнни пушшех кӑмӑллӑ — вӑл 5% пысӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Тулашри суту-илӳ калӑпӑшӗ ӳсӗмлӗ пулнине те палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Ҫавна май ҫул ҫитменнисене ӗҫе йыхравлакан компанисен списокӗ анлӑланнине палӑртма кӑмӑллӑ: «Зеленстрой», «Социс», «Элара», «Етӗрнесӗт» тата ыттисем ачасемпе ҫамрӑксене ӗҫе хӑнӑхтарма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Китаецсем Чӑваш Енре пӗрлехи предприятисем уҫас кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Шыв, чукун ҫул, сывлӑш траспорчӗпе усӑ куракан нумайланса пынине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Эпир ҫакӑнпа та кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Ҫавна май социаллӑ ушкӑнсене хваттерсемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫӗршыври субъектсем хушшинче юлашки пиллӗк ҫул хушшинче, маларахри кӑтартӑва 30 хут лайӑхлатма пултарнине асӑннӑ ведомство ертӳҫи, халӗ вара Атӑлҫи федераци округӗнче пирӗн республика тӑваттӑмӗш вырӑнта тӑнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Палӑртма кӑмӑллӑ, паха та ҫутӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем хӑпартаҫҫӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Палӑртма кӑмӑллӑ, кунта спортсменсене хӑйсен ӑсталӑхне спортӑн тӑхӑр енӗпе туптама майсем йӗркеленмелле.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» стадиона реконструкцилессипе палӑртса хунинчен чылай маларах та строительство ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыраҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/08/atl- ... -huninchen

Хисеплӗ ӗҫтешсем, сире тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫшӗн, ӗҫе парӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Уважаемые коллеги, благодарю вас за добросовестную работу и преданность делу.

Олег Николаев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/22/ole ... ika-torgov

Тӗп шухӑшӗ вара ҫакнашкал: ашшӗ-амӑшне хисеплекен, тӑван халӑхне юратакан, шеллев чунлӑ та сӑпай, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын ҫеҫ тӑшмана ҫӗнтерме, ырӑ пурнӑҫ курма пултарать.

А основная идея их такова: только тот, кто почитает родителей, любит свой народ, умеет сострадать ближнему, отзывчив и благороден, кто беспощаден к врагу, только такой человек может быть достойным лучшей жизни.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫакӑ ачасене тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, мал ӗмӗтлӗ пулма ырӑ витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

В.А.Васильева вӗрентекен 3-мӗш класс ачисем кӑҫал курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тунине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Уйрӑмах Кирилл Салаев тӑрӑшнипе йӗркене кӗртнӗ пӗвене пӑхма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех