Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Верстак ҫывӑхӗнчи тимӗр-тӑмӑр купи патне пырса, старик хӗҫ-тимӗр листине илчӗ, куҫӗ ҫывӑхнерех тытса пӑхма пуҫларӗ.

Подойдя к груде хлама, валявшегося неподалеку от верстака, старик поднял лист жести и, поднеся к глазам, принялся рассматривать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӗ Урсэкие те унӑн куҫӗ умне курӑнма хӑяймасть.

Даже Урсэкие не смел теперь показываться ему на глаза.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав самантрах унӑн куҫӗ умӗнчен ремесленнӑй шкулта вӗренекенсен сӑнӗсем сирӗлеҫҫӗ, «социальнӑй обеспечени», «больница касси» тата хӑй кулленхи обществӑлла ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ ытти учрежденисем пурте унӑн асӗнчен тухса манӑҫа юлаҫҫӗ.

Мгновенно расплывались и отступали лица учеников-ремесленников, улетучивались из памяти «социальное обеспечение», «больничная касса» и все остальные учреждения, вокруг которых бурлила его широкая повседневная общественная деятельность.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пулчӗ-пулчех вӑл халӑх контролерӗсен куҫӗ тӗлне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Куҫӗ уҫӑлсанах чӳрече каррине сирсе хирелле пӑхрӗ: Сурӑм вӑрманӗ енчен кӑвак пӗлӗт шуса килет, вӗтӗ-вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисем тусан ҫине ӳксе ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр, куҫ харши хура.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Унта, пӗр илемлӗ вырӑнта, лаштра йӑмра айӗнче ҫутӑ ҫӑл куҫӗ юхса выртать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйӗн шухӑшӗпе асапланса ларакан Пазухин каллех ӑна илтсе юлаймарӗ: унӑн куҫӗ умӗнче хурлӑхлӑ та савӑнӑҫлӑ Карандаева ҫӗнӗ хӗвел пек ҫуталса тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫук, халӗ аппаланмасть ӗнтӗ: куҫӗ сусӑрланчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Наҫтук хытӑ пулӑшрӗ пулин те, каччӑ пӗтӗмпех вӑйран кайрӗ, унӑн темиҫе хут куҫӗ хуралса килчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, ури-алли чӗтрене ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Музыкҫӑ выляса пӗтерчӗ те куҫӗ ҫине усӑнса аннӑ вӑрӑм хура ҫӳҫне каялла ҫавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Самаях «пиҫсе ҫитнӗ» тияккӑн, май килнӗ чух тесе пулас, ӳпки ҫурӑлса каяс пек, куҫӗ сиксе тухас пек мӗкӗрсе юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Музыкӑна пӗтӗм чун-чӗререн ӑнланма, юратма, хаклама пӗлекенскер, вӑл ҫак савӑк самантра таса ҫӑл куҫӗ пек шӑнкӑртатса юхакан сасӑшӑн темӗн пама та хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах та ҫак таврари ялсемшӗн вӑл — пӗртен пӗр ҫутӑ ҫӑл куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑн-чӑн ырлӑх-пурлӑх ҫӑл куҫӗ пулса тӑчӗ Мухаровшӑн ҫак пахча, ҫак сулхӑн сад.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӳпе тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ, таса; уй-хир урлӑ инҫетри-инҫетри курӑнать; сывлӑш уҫӑ, кӑкӑр туллин сывлас килет; ҫуллахи пек тусан мӑкӑрланмасть, шӑна-пӑван та аптӑратмасть.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Малти самолетран тӑсланкӑ летчик сиксе тухрӗ те, хӗвел ҫутинче куҫӗ шарса кайнӑран, хӗрсем ҫинелле алӑ айӗн пӑхса кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку ҫын арӑмӗ вара кирлӗ-кирлӗ мар япалана та пӗлесшӗн ҫуннӑ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗ пуҫӗнчен пысӑкрах, чӗлхи ҫӳҫӗнчен вӑрӑмрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш этем мунчана та, шыва та ялан пӗр-пӗччен кӗнӗ, ҫын куҫӗ умне ҫарамас курӑнман, унӑн ҫуначӗсене никамӑн та курма юраман, ют куҫ курсанах — ҫунатлӑ ҫыннан вилмелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах ҫӗр ҫинче ниҫта пӗр ҫутӑ куҫӗ те курӑнмасть: маскировка.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех