Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шут тытнӑ вӑл ҫак ҫӑлкуҫ еннелле куҫса кайма.

Решил он переехать ближе к роднику.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Пӑкачав шухӑшӗ урӑх еннелле куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш ушкӑнри Валтиел ҫыннисем, шӑв-шав пуҫлансанах салтаксем еннелле куҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайӑшӗ хӗвелтухӑҫ енне эвакуаци йӗркипе куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пур енчен те сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Карпиярвие тепӗр виҫӗ кунтан куҫса кайма килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ялне куҫса пыма юрать-ши пире?

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Вӗсем унтан куҫса кайнӑ пулсан вара? — ҫавӑнтах ыйтрӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗлме ҫук, тен, хӗвелтухӑҫнелле куҫса кайнӑ, эвакуаци йӗркипе.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ялӗнче лӑпкӑрах пулсан, унта куҫса каясси ҫинчен те шухӑшлама пулать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тен, ҫавӑнпа та фашистсем урӑх малалла каяймарӗҫ, оборонӑна куҫса, окопсемпе блиндажсене ҫирӗплетрӗҫ, тимӗр пралуксенчен виҫӗ рет карта тытрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук тавҫӑрса илчӗ: фронт хӗвелтухӑҫ еннелле куҫса кайнӑ иккен, виҫ-тӑват ҫухрӑмра ҫапӑҫу кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсене сӳнтерекен те никам та пулмарӗ, пурте тӑшманран тарса куҫса кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр-ик кун ӗнтӗ Ильмар поселокӗнчи ҫынсем те хӗвелтухӑҫалла куҫса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ашшӗ фронта кайнӑ чух вӗсене кунтан чӑваш ҫӗр-шывне куҫса кайма хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак кунсенче куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗ Кивӗ Тутайкассине ҫитнӗ.

На днях передвижной фельдшерско-акушерский пункт приехал в Старое Акташево.

Кивӗ Тутайкассинче пурӑнакансене Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинациленӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34630.html

Ҫак астӑвӑм ӑруран-ӑрӑва куҫса пытӑр, манар мар халӑхӑн ӗҫлӗ паттӑрлӑхне.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Таня пысӑк хулана куҫса каять.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Тинӗс патӗнчен куҫса кайсан та йӑла юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Амӑшне хӑй патне пурӑнма куҫса пыма сӗнкелет-ха вӑл, анчах карчӑк тӑван йӑвана пӑрахӑҫлама, ку ҫӗр ҫинче мӑн асаттесем янӑ тымара яланлӑхах тӑпӑлтарса тӗп тума килӗшмест курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Хӗрӗм те, кӗрӳ те, мӑнукӑм та ӳкӗтлесех пурӑнма хӑйсен хулине, хӑйсем патне куҫса пыма чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех