Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяс (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апла, тен, манӑн каяс мар-и? — хуллен каларӗ те Сергей, айккинелле пӗр утӑм турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӗ арӑмӗпе хӗрӗсене илме каяс тетӗп-ха, — пӗлтерчӗ тарҫӑ, лаша пуҫӗ патне пырса.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑш-чикӗ тӑвӑнса ҫитнипе, халь-халь ҫурӑлса каяс пек, Варсан Викторович пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ, унтан, мӑнтӑр аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса, кӳрши умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хура турталлӑ хыҫлӑ ҫуни вӗҫсе каяс пек ҫӑмӑллӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫын хыҫҫӑн пӗр утӑм та юлмасть, умӗнчи лав ҫине хӑпарса каяс пек мӑшлатса пырать.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑррӑн тӑнлав ҫинчи юн тымарӗсем кантра пек пулса кайрӗҫ, халь-халь татӑлса каяс пек чӗтреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен пӗри калать: Ленин патне каяс пулать тет.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей урисемпе урапа пуҫне тӗревлет, тилхепине икӗ аллипе явкаласа тытса каялла туртать, анчах янаварӗ пӗрех, халь-халь ӗрӗхсе каяс пек, ташласа ҫеҫ пырать: тилхепене кӑштах лӑнчӑлатсанах малалла тапса сикет.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилхепепе турткалама пуҫласан, малалла каяс вырӑнне каялла чакма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапӑҫу вырӑнне каяс умӗн Чӑваш ен каччисене республика пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ырӑ суннӑ, ҫӗнтерӳҫӗ-ӑрӑвӑн мӑнукӗсене каялла ҫӗнтерӳпе, чӗрӗ-сывӑ таврӑнса килме хавхалантаруллӑ сӑмахсем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Сирӗнпе каймасан кампа каяс ӗнтӗ манӑн вӑл янкамаса тытма?

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ху ирӗкӳ: юлас тесен юл пирӗн патӑмӑрта, каяс тесен Хусана е Крыма тухса кай» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каяс килмерӗ, — ӳсӗр-и ку, урӑ-и тенӗ пек, пӑхрӗ ун ҫине тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Инҫе ҫула каяс пулсан нихҫан та киле хӑвармасть хӑй: «Иливан, утсене йӗнерле», «Иливан, ухӑ такмакне туллирех ту».

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каяс пулсан мана сахалтан та пӗр вунӑ ҫын кирлӗ пулать, мӗншӗн тесен крепь хутне пӑлхавҫӑсене парса хӑварсан эсир тӳрех мана айӑплама тытӑнатӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теней, вӗҫсе каяс пек, ик аллипе те хӑлаҫланса илсе хыттӑн кӑна ӳсӗрчӗ — хӑй пӗчӗк пулин те сасси хулӑн унӑн, тӗреклӗ, вӑкӑр пек мӗкӗрмелӗх те хӑват ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене илме Спаскавпа Ватрас пасарӗсене каяс — ытла аякра, усламҫӑсем сутса ҫӳренине сыхлас — ик-виҫ хут хаклӑрах ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тухса каяс умӗн кӑмӑлне кӑшт ҫемҫетрӗ ӗнтӗ — пиччӗшӗ пирки ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тӑ-вас тетӗн, каймалла тӑк каяс пулать терӗ вара мӑрса, упа йӗнӗре выртнӑ пек, ҫӗр айӗнче пурӑнса пӑхас пӗрре, Ту енчи ҫӗрпӳсене ҫывӑхран хӑратса тӑрас.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хушсан каяс пулать, — хуравларӗ элчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех