Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫрӗ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сӗтел ҫинче выртакан тетраде уҫкаланӑ ман калаҫрӗ Кӗпӗрьян.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун рекомендацине комисси шута илменни ҫинчен пит пӑшӑрханса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ӗмӗтленнӗ ӗмӗт ҫитрех вӗт, юлташсем! — савӑнса калаҫрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӑвашла ҫырса панӑ Ухатер рольне вылякан та тупӑнмасть, — кӳренсе калаҫрӗ Тал-Мӑрса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗҫекенсене юратмастчӗ пулин те, туй ячӗпе виҫ черкке ӗҫрӗ те Якур савнине халалласа сӑвӑсем каларӗ, — ҫӗкленӳллӗн калаҫрӗ Мишин.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Каллех пуррисенчен шӑйӑрмалла иккен, — ҫиллине шӑнараймасӑр шӑл витӗр калаҫрӗ лавккаҫӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Илтнӗ пуль Лодзь хулинчи пир-авӑр фабрики ҫинчен? — чӗререн калаҫрӗ «матрос».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эрнепи хутран-ситрен вучаха шанкӑ пӑрахма е хуранти яшкана пӑтратма тӑркаларӗ, унтан хӑйӗн вырӑнне пырса ларса вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс ӑнланма тӑрӑш, — пӗр кулмасӑр калаҫрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн, хӗрне туртса илчӗҫ-им Юмансар каччисем? — ҫав-ҫавах мӑшкӑлласа калаҫрӗ хаким.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп хам та малтан хӑратмалла кӑна илчӗ пуль тесе шутланӑччӗ, киле каяс умӗн парать-ха ку тесе тӑраттӑм, — майӗпен, анчах тарӑхса калаҫрӗ Пикментей.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн кӗлеткипе, илемлӗ пит-куҫӗпе тата ӑмӑрткайӑкӑнни пек хӑюллӑ сӑн-пичӗпе ӑна пуринчен ытла Тукай мӑрса кӑмӑла кайрӗ пулас, вӑл унпа юнашар ларсах калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир Шигалейпе пӗрле нӳхрепре ларма тивӗҫлӗ-и вара, мухтавлӑран та мухтавлӑ хан? — питӗ шавлӑн калаҫрӗ Девлизер мӑрса.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускав воеводипе тата вырӑс элчипе Сахиб-Гирей каярахпа, диван салансан тин, калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп нимӗн чухлӗ те айӑплӑ мар, воевода! — макӑрас пек калаҫрӗ хурал пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс пасара илсе тух, Хусана илсе кай, тупата, ним те мар сутса пӗтеретӗн! — хӑй сисмен ҫӗртенох хӗрсе калаҫрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вӑл чее ҫын йӑлипе шахвӑртса кӑна калаҫрӗ, хӑйӗн кӑмӑлне палӑртнинчен ытларах Карамыш шухӑш-кӑмӑлне пӗлме тӑрӑшрӗ, юлашкинчен, Чалӑм мӑрсипе чӑваш ӗмпӗвӗ пӗр-пӗрин тӗлӗшӗнчен хаяр тӑшмансем пулса тӑнине ӗненсе пӗтерсен ҫеҫ Тукай пирки усал сӑмахсем хуша-хуша хума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Салт эс ӑна, чӑнах та, аван мар-ҫке, — йӑпӑлтатнӑ пек калаҫрӗ Альтук инке.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каллех пур ҫӗрте те вырӑссем хуҫа пулӗҫ ҫав, вара каллех халӑх пӑлханма тытӑнӗ, — аякран килнӗ хӑнасене ялан куҫран пӑхса калаҫрӗ старик.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпир кунта Тукай абзыпе Шигалее кӗтсе ларатпӑр, — чи тунсӑх вӑхӑтра хӑйсен ушкӑнне тепӗр ҫын хушӑннӑшӑн хӗпӗртесе калаҫрӗ Карамыш.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех