Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татьяна Ивановна Шарипова праҫниксене йӗркелес тата хатӗрленес енӗпе пур ыйтусене те хӑй ҫине илет.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

— Ывӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн эпӗ клубра ӗҫлеме пӑрахрӑм, юлашки 32 ҫулта манӑн ӗҫ ҫулӗ 58-мӗш АЗСра тӑсӑлчӗ, - аса илет Людмила.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

— Пир станӗ, хӗҫ, ӑса, хултӑрчӑ, — хай каллех шӳтлесе илет.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Ҫӗнӗ ҫын кепине асӑнмалӑх усратӑп-ха, — именнӗн кулкаласа илет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кӑҫалхи 1-мӗш номерлӗ пулӑм вӑйӑсемпе теттесен тӗнчинче – Пӗтӗм Раҫҫейри «Атя выляма» фестивале Уфа сентябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен кӗтсе илет!

Событие № 1 этого года в мире игр и игрушек – Всероссийский фестиваль «Айда играть» Уфа встречает с 14 по 17 сентября!

Уфара ача-пӑча теттисем валли госпиталь уҫӑлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3421694

«Ҫакӑншӑн мана райкомӑн пӗрремӗш секретарӗ хӗлле тӑхӑнмалли атӑ парнеленӗччӗ», — аса илет ӗҫчен хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/

Комбат «пӗр ҫын тӗшне» тӑракан ватӑпа ачана хӑйӗн батальонне илет, вӗсене ҫар тумӗ парать, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк тӑхӑнтартать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӑл мана пӳлет те: — Чим-ха. Иксӗмӗре пӗрлештерсен, идейлӑхпа ӑсталӑх пӗрлешеҫҫӗ пуль вара, — тесе, куҫне выляткаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Паянхи кун тӗлне Пушкӑртстанра вӑрман хурчӗн пылне 60 утарҫӑ туса илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман хурчӗсен пылӗ 6 тоннӑпа танлашать // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%AD%D0%BA%D0% ... at-3398061

Эпӗ матике пӑрахрӑм та шыв хӗрринелле чупрӑм, - аса илет Айдар Нуриахметович ҫав кун мӗн пулса иртнине.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Чемей хӗрӗсем халӗ выльӑх-чӗрлӗх валли апат йӑтса, шыв ҫӗклесе тертленмеҫҫӗ, ҫинҫе пилӗкӗсене пӑсмаҫҫӗ, — мучи ҫамрӑксем еннелле чеен куҫ хӗссе илет.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

— Мӗн курма, мӗн курма, — витлесе илет мучи.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Вӑл, сӑмаха ытлашши ваклама юратманскер, ку хутра кӑмӑллӑн ҫуталса-ҫиҫсе илет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Ирина Ипатьевна пулӑшнӑ хыҫҫӑн халӗ ывӑл хӑех ӗлкӗрсе пырать, ҫапах та репетитора тав туса аса илет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Шкул никӗсӗ ҫинчех кашни ҫул 10-14 ачаран кая мар водитель правине, тракторист-машинист удостоверенийӗсене алла илет.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Александра Кузьмина ҫамрӑк чухнехи вӑхӑта ӑшшӑн аса илет.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Ҫитменнине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланчӗ, – аса илет ӗҫ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Кашни суйлавҫӑ мӗнле йӗркепе сассине парассине хӑй суйласа илет.

Куҫарса пулӑш

Суйлав ыйтӑвӗпе темиҫе хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%81%d1%8 ... %b0%d0%b2/

Вӗсене шыв хӗрне илсе тухса унтах хӑварма пултарнӑ е путарнӑ та: ҫӗлен хӗрсене ҫисе ярать е мӑшӑр тума илет тесе шутланӑ.

которых оставляли на берегу водоема или топили, думая, что змей воспользуется ими — съест либо сделает женой.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Асӑннӑ юмахсенчи тӗп сюжет йӗрӗ ҫапларах аталанать: паттӑр инҫе ҫула тухать (сӑлтавӗ тӗрлӗрен: тӗп герой патша вӑрҫине кайнӑ ашшӗне шырама каять е амаҫури вӗлересрен килтен тухса тарать, е тӑван ашшӗ усала сутнине пула килтен тухса кайма тивет унӑн — анчах ытларах чухне паттӑр ҫухалнӑ хӗрсене е амӑшне шырама каять); шыв хӗрринче хӗрсене Ҫӗлен ҫиесрен хӑтарать, унӑн паттӑрла ӗҫне шыв турттаракан (салтак) хӑй ҫине илет; юлашкинчен тӗрӗслӗх ҫавах ҫиеле тухать, юмах каччӑ авланнипе вӗҫленет.

Основной сюжет в перечисленных сказках развивается следующим образом: герой-богатырь собирается в дальнюю дорогу, для этого имеются разные причины — задумывает найти отца, не вернувшегося с царской войны; совершает побег, спасаясь от преследований злой мачехи, замышляющей убить его; вынужден покинуть родной дом из-за отца, продавшего его нечистой силе; отправляется на поиски пропавшей невесты либо матери, спасает ее от верной гибели, уводя от коварного змея, но его героические заслуги присваивает себе водовоз (солдат и др. ), потом, к счастью, обман раскрывается, и заканчивается все женитьбой героя.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех