Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмне (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Спринг пушӑ кравате силлени ҫинчен арӑмне каласа кӑтартрӗ те — пурте тепре ахӑлтатса кулчӗҫ.

Он уже рассказал жене, как Спринг укачивал пустую кровать, и это вызвало общий смех.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Манӑн Гленауна с унӑн арӑмне курмалла.

Я хочу видеть Гленау или его жену.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Тӗл пуласса вӗсем пӗр-пӗрне нумай вӑхӑтран шыраса тупнӑн тӗл пулаҫҫӗ, — Анни Филипа хирӗҫ ӑнтӑлса чупать те — Филипп вара арӑмне пӳрте ачашшӑн, ҫепӗҫҫӗн йӑтса кӗрет.

И они встречались так, как будто находили друг друга — Анни бежала к Филиппу, а Филипп приносил ее на руках.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Кӗҫех пирӗн Калюков арӑмне, Александра Калюковӑна хирӗҫ следстви пуҫарма тивет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кудрявцевӑна та, Калюков арӑмне те тивмерӗр пулӗ? — ыйтрӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман шутпа та, унӑн арӑмне арестлемелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, сиртен хӑшӗ пӗлет: Калюков арӑмне юратсах качча илнӗ-и е ашшӗ-амӑшӗ тупса панипе кӑна?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сирӗн шутпа мӗнле пек, арӑмне хупса лартсан, Калюковӑн яла пырса ҫӳремешкӗн сӑлтав пулать-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ун арӑмне упӑшки килне пырсанах пире систерме тивӗҫҫи ҫинчен асӑрхаттарса хӑвартӑм, — терӗ Варламов.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс пули-пулмишӗнех нӑшӑкласа ан тӑр! — халӗ те кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл арӑмне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Санюк! — чӗнчӗ вӑл тин ҫеҫ ӗнине утӑ парса кӗнӗ арӑмне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арӑмне тарӑхнӑскер, кил хӑтлӑхӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗскер, Калюков хӑйсенчен урам урлах пурӑнакан пӗччен хӗрарӑм патӗнче икӗ ҫӗр каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, арӑмне ҫапса ярас тесе, чӑмӑрне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Июлӗн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче пилӗк хурах, сӑнласа кӑтартнӑ тата сӑнӳкерчӗксенчен палланӑ тӑрӑх — Калюков, Минин, Хуснутдинов тата икӗ ҫын — Кивмӗлӗш ялӗнчи шыв арман хуҫи патне пыраҫҫӗ, хӑратса та арӑмне йӗплесе мӗн кирлине туптарнӑ хыҫҫӑн икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм тенкӗлӗх япала ҫаратса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсем хуҫан мӗн пурри-ҫуккине лайӑх пӗлнӗ пулас ҫав, кунашкал хуравпа ҫырлахман, хуҫа арӑмне хачӑ вӗҫӗпе йӗплеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— А мӗн, тен, ӗҫ тухӗ? — терӗ, унтан арӑмне хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

1919 ҫул вӗҫӗнче пирвай Чӑваш ҫӗрӗнчен ҫурҫӗр енне, вӑрман каснӑ ҫӗре илсе кайнӑ Микулапа арӑмне, кайран, ватлӑха пула ӗҫлейменнине кура, Ҫӗпӗре ӗмӗрлӗхех ссылкӑна янӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арӑмне хӑй ҫумне хытӑ-хытӑ ҫупӑрласа илесшӗнччӗ Калюков, лешӗн хырӑмӗ ачашшӑн мӑкӑрӑлса тӑрать те, хӑяймарӗ, хулпуҫҫинчен ал лаппипе шӑла-шӑла ачашларӗ вара:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳсеймерӗ вара, чӳречерен сӑнама арӑмне хушса хӑварчӗ те юлташӗ патне тухса уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳсеймерӗ Антун, чӑмӑрпа питрен пӗррех тӑрӑнтарчӗ арӑмне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех