Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урамра (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех урамра ҫутӑ хатӗрӗсем те вырнаҫтарса тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/c%d1%83%d1 ... %d0%b0cce/

Ҫынсем урамра е вӑл пурӑнакан пӗчӗк ҫеҫ ҫӗр пӳртре сӗрме купӑс янӑранине илтсен ав Ятламас сурӑхӗ макӑрать тесе ахӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урамра хирӗҫ пулсан та сӑмах чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял ял пекехчӗ — выльӑх-чӗрлӗхӗ те, кайӑк-кӗшӗкӗ те пурччӗ; урамра ачасем вылятчӗҫ, мӑрьесенчен тӗтӗм мӑкӑрланатчӗ: ирхине ҫынсем хире, вӑрмана васкатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни урамра — лавкка речӗ, кашни лавккара — халиччен курман япаласем.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн урамра та ҫунмасть-и ял? — лашине часрах ҫул еннелле пӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урамра ӑна пӗр чун та тӗл пулман, ӑҫта кайса кӗме пултарнӑ хӗр ача — никам та нимӗн те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай тимӗрҫӗ лаҫҫине питӗрсе илсе ӑна урамра кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай астӑвасса-ха урамра качака пек сиккелесе ҫӳретчӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре пырса сӑмах хушатчӗ, такампа та ҫатӑлтатса ҫеҫ калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата икӗ кунран Нухрат Северьяна кӗтмен ҫӗртен урамра тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялти депутат Альбина Иванова субботник йӗркелесси ҫинчен урамра пурӑнакансене пӗлтернӗ, килӗнчен чикмекпе витресем илсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Асхва ялӗнчи Тӗп урамра вырнаҫнӑ тарасана Тинӗс ҫар флочӗ кунӗ умӗн хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Ҫак кунсенче Асхва ялӗнчи Тӗп урамра вырнаҫнӑ кивӗ тарасана тӗпрен ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Диод ламписем кашни урамра тӗрлӗ вӑхӑтра ҫутса сӳнеҫҫӗ, вӑхӑт таймерӗн ӗҫне вырӑнта пурӑнакансемпе килӗшсе татӑлса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Светильниксем хӑш вӑхӑтра ҫуталса сӳнесси кашни урамра тӗрлӗрен, вӑхӑт таймерӗн ӗҫне вырӑнта пурӑнакансемпе килӗшсе татӑлса ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Ялти лавккана чупса ҫитрӗм, ватӑсем хӑш урамра пурӑннипе кӑсӑклантӑм.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Пӗр-пӗринпе урамра тӗл пулсассӑн та калаҫса тӑранаймастпӑр.

Встретившись друг с другом на улице, мы не можем наговориться.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Урамра асӑрханӑр.

Будьте осторожны на улице.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗншӗн чи лайӑх эмел – кӗнеке, массаж, урамра уҫӑлса ҫӳрени тата сывлав гимнастики.

Лучшим лекарством будут хорошие книги, релаксирующий массаж, прогулки на природе и дыхательная гимнастика.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аслӑ ӳсӗмри ҫынсен урамра асӑрхануллӑ пулмалла.

Людям старшего поколения нужно быть осторожнее на улице.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех