Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак йышӑнӑва республикӑра пурӑнакансен тата кунта хӑнана килекенсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Артиллери подразделенийӗ тӑшманӑн пилӗк танкне, вунӑ ытла артиллери орудийӗпе реактивлӑ артиллерин ҫар машинисене, ҫар ҫыннисене тӗп тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Хуҫасӑр йытӑсене тытма Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ «Моргаушское» пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗпе килӗшӳ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Вун пӗрмӗш класри Дарья Филиппова Сафрон Филиппович Филипповӑн вӑрҫӑ ҫулне йӗрлесе ӑна картта ҫинче те паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫурҫӗр енчи чугун ҫул станцийӗсенчен пӗринче склада ҫӗмӗрсе вӑтӑр ытлӑ кӗрӗк вӑрласа тухнӑшӑн вӗсене чылай ҫулсем каяллах хупса усрамалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрман хуҫалӑх министерствине иккӗмӗш хут кайса килнӗ хыҫҫӑн утӑ пухса, Шешкер хулинчен пынӑ пионерсене сиплӗ курӑксем мӗнле пухмаллине вӗрентсе, ҫуннӑ вӑрмана кастарса, электролини тунӑ ҫӗре хутшӑнса иртсе пычӗ вӑхӑт…

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ташлама кӑмӑл тунӑ ҫынсенчен чи хӑюлли Ивановвкубе, ҫав вӑхӑталла кӗтесе кӑлӑк чӑххи пек вырнаҫса ларнӑскер, пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗмӗр уйрӑлмасӑр пӗрле пурӑнма тупа тунӑ ханттарсем хушшинче хӑрхарлӑх тапранса каять пач кӗтмен чух.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсенчен пери — гипсран тунӑ палӑк пек шап-шура ӳтлӗ чиперкки — пуртӑпа касса чутланӑ евӗр мӑнӑ хӗрес ҫакса янӑ; кӑвайт тӗлкӗшет; арҫынсем калаҫса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Проектпа килӗшӳллӗн картишӗнче тротуарсене, автомашинӑпа ҫӳремелли ҫула тунӑ, ларкӑчсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

2020 ҫулта культура ҫуртне шалтан юсанӑ: урайне ҫӗнӗрен сарнӑ, тӳпене юсанӑ, ҫӗнӗ сцена тунӑ, унсӑр пуҫне электричество, хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Культура ҫурчӗн заведующийӗ Андрей Иванович Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, республика пулӑшнипе кӑҫал клуб валли 658 898 тенкӗлӗх аппаратура /колонкӑсем, сабвуфер, микрофонсем тата ытти те/, ҫавӑн пекех чӑваш кӗписем заказ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Ҫав шутра 2023 ҫулта нормативсене пурнӑҫлама 619 ҫын кӑмӑл тунӑ, 2022 ҫулта — 1558 ҫын, 2021 ҫулта — 310 ҫын.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Сяо Куна уҫӑ калаҫушӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Китайри усламҫӑпа тӗл пулнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%ba%d0 ... bb%d0%bda/

Майӑн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗ - пирӗн ҫӗршыври пур граждансемшӗн те пысӑк та паллӑ уяв, мӗншӗн тесен фашистла захватчиксене пысӑк Ҫӗнтерӳ тунӑ ҫынсене кашни ҫемьере тенӗ пекех асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн ялӗсенче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ митингсем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3760894

Пирӗн мӑн асаттесемпе асаттесем тунӑ паттӑрлӑха эпир нихҫан та манмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Пухӑннисене пурне те чӗнсе каланӑ чухне вӗсем паллӑ тунӑ: 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа чылай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, анчах эпир ҫӗнтерекенӗн ятне - халӑх ятне пӗлетпӗр, астӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Ҫар маршӗсем уяври пек чаплӑ атмосфера тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ кунне Пишпӳлекре пӗтӗм чунтан паллӑ тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... va-3761017

Пӗр ӗҫе тунӑ чухне явапӗ пурне те пырса тивнине ку юмахра питӗ те вӗрентӳллӗн те питӗ сӑнарлӑ каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Чӑн та, пӗр ӗҫе тунӑ чухне пӗри сахалтарах ӗҫлет, тепри ытларах, пӗрин усси пысӑк, теприн пӗчӗк, тесе лармалла мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех