Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ман сăмах пирĕн базăра пур.
Ман (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петӗр сисрӗ, мана пӗр тӑваткал кӗнеке тыттарчӗ те: — Юнашарах холл пур. Ҫавӑнта кӑшт кӗтсе лар-ха, эп пӗр-ик минутран тухӑп. Ман юлашки кӗнекене пӑхкала, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Акӑ мана ҫакӑ ҫӑлчӗ ҫӗленрен, акӑ ман ҫӗрӗ, — терӗ.

— Это он спас меня от змея, вот мое колечко.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

«Ман йӗрсем юрпа хупланмаҫҫӗ ха. Ирхине ҫавсемпе килсе шыраса тупӗҫ ман вилене», — каялла ҫаврӑнса хӑй хӑварнӑ йӗрсем ҫине пӑхса илчӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Юратман пулас эсӗ мана, Тоня. Нихӑҫан та юратман. Кирлӗ вӑхӑтра усӑ курма ҫеҫ тытнӑ хӑвӑн ҫумӑнта шкулта вӗреннӗ чухне. Дениса кӑлӑхах айӑпларӑм тӑр юратӑва аркатнӑшӑн. Санӑн ман пата нимӗнле туйӑм та пулман», — пӗтӗмлетрӗ ӑшӗнче вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Авиҫӑ, ман хыҫран манӑн бухгалтерсем велосипедпа килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Манман вара пушар ҫинчен ҫырас-и? — тӗлӗнсе куҫсене чарсах пӑрахрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Малтан леш арҫын ачасем — унӑн аппӑшӗн ачисем тесе улталарӗҫ мана, анчах пурӑна-киле пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ: ман арӑмӑн ачисем иккен вӗсем!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах ман арӑмӑн еркӗнӗ, хамран виҫӗ хут тӗреклӗскер, вырӑн ҫинчен тӑрса мана пӗррех хӑлха чикки парса йӑвантарса ячӗ те тухса тарчӗ, эпӗ, хамӑн пуҫ ҫаврӑнма чарӑнсан, арӑм тенине унтан-кунтан кӑвакарткаланӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Эп чӑхӑмлама тӑтӑм, авланма ир-ха, малтан вӗренсе тухасчӗ, терӗм, анчах атте ман сӑмахсене хӑлхана та чикмерӗ, пӑтара ҫакӑнса тӑракан, офицерсем ҫыхакан пӑхӑр пряжкӑллӑ пиҫиххине хутлатса тытрӗ те ман умма сиксе пычӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ман савни жалоба парса пӗтерсенех, атте мана ик енчен иккӗ ҫутӑлтарса ячӗ те: «Халех авланатӑн! Паянах! Эп хам ӗмӗр тӑршшӗпех ҫынсем умӗнче ыр ятлӑ пулнӑ, сана та хамӑрӑн хушамата варалама памастӑп!» терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ман хӗр парӑнмарӗ, аттепе анне патне пырса хам умрах макӑра-макӑра йӑлт каласа пачӗ вӗсене: апла та капла, улталарӗ мана сирӗн ытарайми ывӑлӑр, мӑшкӑлларӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— А эсӗ, Макарушка, ун пек уйрӑм хваттерте пурӑнса, ман ҫинчен манма пуҫламӑн-и? — асӑрханарах ыйтнӑ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫемйи ҫавах пулать манӑн — виҫ ачине ман ҫума ҫыртаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫуркунне, ҫӗршыв типнӗ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртенех вӑл мана грузовик ҫине лартса хуларан чылай инҫете, темле вӑрман хӗррине, илсе кайрӗ те, ҫамрӑк кӑна улма-ҫырла йывӑҫҫисем хушшинче ятарласа ман валли тунӑ йытӑ вити, вырӑсла каласан конура ҫумне тем тӑршшӗ сӑнчӑрпа кӑкарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ман телее, Михал Михалчпа Раиса Ивановнӑн ача-пӑча пулман, ҫавӑнпа та вӗсен пӗтӗм юратӑвӗ, ашшӗ-амӑш ту-йӑмӗ мана лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

«Юратнӑ хӗрӗн пурҫӑн пек кӑтри Ман ҫурӑмра ай вӗлтӗр вӗҫнӗ чух, Хаваслӑхпа чӑп чӑмӑр ҫеҫ кӑкри Туллин тулса пит хӑвӑрт тапнӑ чух — Чунтан савса яш туслӑх куркине Шалтти ӗҫме тӑсайӗ ман енне».

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

«Ара, ватсупнӑ, ҫавнах манмалла марччӗ те ӗнтӗ ман, — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе, ӳкӗнсе калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Кай, Авенир Платонович, ман умран, никама та курас килмест халь ман, никампа та калаҫас килмест, — илтӗни-илтӗнми мӑкӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӗсем мана ҫухрӑмран паллаҫҫӗ, сасса илтсенех ман еннелле ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫавӑнпа килӗшенҫи тунӑ вӑл ман сӑмахсемпе, ҫавӑнпа васканӑ та мана хӑй килӗнчен кӑларса яма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех