Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайран сăмах пирĕн базăра пур.
Кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран виҫӗ ҫул ГКЧП пирки сӑмах ҫук.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

«Ыратни ҫине малтан вӑхӑтра пӑхмарӑм, хӑйпе хӑех иртсе каясса кӗтрӗм пуль, кайран хуралса, шыҫӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Кайран вӑл вӗсене писатель, художник тата издатель евӗр пулса пӑхма сӗннӗ.

После она предложила им побыть в роли писателя, художника и издателя.

Кӗнеке епле ҫурални ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35730.html

Темиҫе теҫетке ҫул хушши кунта ӗҫлекенсем кимӗпе ишсе килнӗ, кайран вара ҫӑмӑл мар ҫулпа чӑнкӑ чул сӑрт ҫине хӑрушла ҫӳллӗш ҫине хӑпарнӑ.

Много десятилетий подряд работники добирались сюда на лодке, чтобы потом взобраться на опасную высоту по трудному подъему среди скал.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Кайран ӑна Украинӑна минӑсенчен тасатма янӑ.

Потом он был отправлен на разминирование Украины.

Иван Ермолаев 104 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35692.html

Николай Иванович малтан выльӑх пӑхнӑ ҫӗрте, ферма заведующийӗнче, кайран нумай ҫул осеменаторта вӑй хунӑ, халӑх хуҫалӑхне аталантарнӑшӑн нумай наградӑна тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Кайран кашнине тутлӑ салтак пӑттипе сӑйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уявра ачасене катерпа ярӑнтарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... 80%d0%bda/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен тӑван хуҫалӑхра вӑй хунӑ, кайран шкулта секретарь тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.

Куҫарса пулӑш

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Кайран самолет Вӑрӑмпуҫ тӑрӑхне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уява тӳперен парашютпа сиксе кӗтсе илчӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... b%d1%87ec/

Ҫӑмӑл машина ӑна ирттерсе яманран вӑл унпа ҫапӑннӑ, кайран тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ.

Поскольку легковая машина не пропустила его, он столкнулся с ней, а потом вылетел на тротуар.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пушар сӳнтерме тухнӑ машина пӑтӑрмаха лекнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35648.html

— Шӑрка пӑх-ха, кайран мӗн пулӗ, — терӗ тит.

— Голову мою посмотри, потом будь что будет.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Первей Йӑван вӗ[р]чӗ тит те — ултӑ ҫухрӑм ячӗ тит, кайран ҫлен вӗ[р]чӗ тит те — виҫӗ ҫухрӑм ячӗ тит.

Первым Йыван дунул и на шесть километров очистил, затем змей дунул и на три километра очистил.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Кайран аттине хыврӗ те, виҫҫӗ хут ҫапр те, Йӑванӗ тӑчӗ тит.

Потом сняла его сапог и три раза ударила, встал тогда Йыван.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Кайран Йӑвана хӗр пиҫхи пачӗ те, карӗ Йӑван киле.

Затем девушка дала Йывану свой пояс, и ушел Йыван домой.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Кайран тапратрӗҫ кӗрешме.

Потом начали бороться.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Кайран ҫӗлен ҫывхара пуҫларӗ, пӗр ҫухрӑм анчах юлчӗ.

Потом змей приблизился, только один километр остался.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Кайран тӗп библиотекӑра салара пурӑнакансемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен картишӗсене юсаҫҫӗ, мемориал комплексӗ тӑваҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d1 ... %bc%d0%bf/

Кайран Ӗпхӳри авиаци институтӗнче пӗлӳ илнӗ, Шупашкарти марксизмпа ленинизм институтӗнче вара социаллӑ психологи енӗпе вӗреннӗ, Мускаври аслӑ шкулта вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе пӗлӗвне анлӑлатнӑ.

Затем учился в Уфимском авиационном институте, после в Чебоксарском институте марксизма и ленинизма по социальной психологии, далее расширял свой кругозор в Московском институте повышения квалификации работников сельского хозяйства в отделении пчеловодства.

Чӗрӗ хулӑран тӗрлӗ япала ҫыхма вӗрентет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35539.html

Кайран «Девятаев», «Сирийская соната», «28 панфиловцев», «Битва за Севастополь», «Калашников», «Ржев» фильмсене катартӗҫ.

Затем зрители смогут увидеть фильмы «Девятаев», «Сирийская соната», «28 панфиловцев», «Битва за Севастополь», «Калашников», «Ржев».

Шупашкарти паркра тӳлевсӗр кино кӑтартӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35527.html

Кайран министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.

Потом исполнял обязанности министра.

Промышленноҫпе энергетика министрне хисеплӗ ят панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35518.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех