Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ, хӑрушла йынӑшса, мӑйӗнчи сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса, айккинелле сиксе ӳкрӗ, ҫавӑнтах тӳнсе кайрӗ те, урисене выляткаласа, шӑпӑртах пулчӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫак шухӑшпа Сергей юлташне аллинчен тытрӗ, пӳрт патне кайма систерчӗ, анчах хӳшӗрен сиксе тухнӑ пӑру пек йытӑ, харкашса-тулашса, вӗсем ҫине сикме тӑчӗ — ӗлкӗреймерӗ: Сергей аллинчи наганран вӗҫсе тухнӑ пуля унӑн пуҫне шӑтарса тухрӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унта-кунта ҫеҫ хӑйӑ ҫутисем курӑнкалаҫҫӗ, темлерен йытӑ вӗрни илтӗнет те каллех шӑпланать.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрчӗн икӗ енӗпе икӗ ӳпле туса лартнӑччӗ, пӗринче сӑнчӑртан кӑкарнӑ пысӑк ула йытӑ пурччӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пысӑк ҫӑматтипе тарӑн юра аштарса, Якку атте Уҫӑпсен тӗлне ҫитрӗ, калинкке алӑкне тӗртсе пӑхрӗ кӑна — картишӗнче хаяр йытӑ вӗрме пуҫларӗ.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ыратаҫҫӗ тетӗн-ха, йытӑ ҫури!
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫынсен ачисем, авӑ, куратӑп эпӗ, кунӗ-кунӗпе урам тӑрӑх йытӑ хӑвалаҫҫӗ те, ҫӗрле пулсан, ют пахчана вӑрра каяҫҫӗ.
Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сӑнчӑр вӗҫӗнче — пӑру пысӑкӑш хура йытӑ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тутар тилхепине Иван енне ывӑтрӗ, хӑй ларкӑч ҫинчен мулкач пек сиксе анчӗ те хӑвӑрт крыльца патнелле утса кайрӗ, картишӗнче хулӑн сасӑпа йытӑ хамлатса вӗре пуҫларӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ана манӑн йытӑ тулланӑччӗ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Картиш урлӑ карса хунӑ пралукран кӑкарнӑ йытӑ патне ҫитсен, чарӑнса тӑчӗ, сехри хӑпнӑ мулла мӗн тери хыпаланса кӗрсе кайнине курсан, ахӑлтатсах кулса ячӗ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Алкум алӑкӗ уҫӑлни, йытӑ вӗрсе яни, «Шарик, шӑп!» тени, ӑна тем пӑрахса пани илтӗнчӗ.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унта-кунта ҫеҫ, тӑрсан-тӑрсан, йытӑ сассисем илтӗнеҫҫӗ.
Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӗҫлени — урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупни мар.
Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Те ҫынсем шавланине илтсе, сысна витинче шӑп пулчӗ, йытӑ та лӑпланчӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йытӑ ниҫта кайса кӗрейми унталла туртӑнать.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Килте-ҫуртра чипер, лӑпкӑ пулсан, йытӑ та канлех выртать.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав самантрах вара Тарье хӑлхине сыснасем витене ишсе антарас пек чӗтрентерсе хартлата-хартлата ҫапӑҫни, йытӑ ниҫта кайса кӗрейми талпӑнса вӗрни пырса кӗчӗ.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йытӑ та вӗрет…
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урам вӗҫӗнче пӗр йытӑ хаяррӑн йынӑшса уласа ярсан, Хветут шартах сикрӗ.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.