Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Асра сăмах пирĕн базăра пур.
Асра (тĕпĕ: асра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен кӗнекисенче тӑван халӑх кун-ҫулне сӑнарласа ӗмӗрлӗхе асра хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Вӗсем пурте Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи сахал йышлӑ халӑхсен нацилӗхне упраса хӑварас енӗпе нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлева асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

«Пирӗн хамӑрӑн несӗлӗмӗрсене ӗмӗр асра тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Пирӗн халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхӗ ӗмӗр асра.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тумхахлӑ ҫулӗсем пирки асра тытма, мирлӗ пурнӑҫ парнелесе хӑварнӑ паттӑрсене чыс тума май парать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Тӑшмана аркатнӑ куна ӗнерхи пекех асра тытать, мӗншӗн тесен Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑнах вӑл 20 ҫул тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Салтаксен паттӑрлӑхӗ вара, вӗсен вилӗмсӗр ячӗсем – ӗмӗрлӗхех пирӗн асра пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Ҫакна асра тытас пулать: тӑшман — ултавлӑ, чее, улталас тата суя хыпарсем сарас тӗлӗшпе опытлӑ.

Нужно иметь в виду, что враг коварен, хитер, опытен в обмане и распространении ложных слухов.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫамрӑк ӑру Совет халӑхӗн паттӑрлӑхне асра тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Аслӑ вӑрҫӑра тӑшмана парӑнтарса пире мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗ паттӑрсем ӗмӗр асра пурин чӗринче те.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Унӑн хайлавӗсене пӗр-пӗр Мерчен Мишши е Саркай ҫеҫ мар, пурӑна киле истори те хаклӗ, ҫавна асра тытмалла».

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку таранччен Таранов кашни утӑмрах ҫав сӑмаха асра тытнӑ темелле: хӑйне усал тӑвакана хирӗҫ ҫӑвар та уҫман.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйне хаҫатра тиркекенсенчен пӗри Саркай пулнине асра тытса Таранов кутӑнланма пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Автовокзалта пулса иртнине те асра тытнӑ ӗнтӗ вӑл Саркайпа пӗрле хаҫат валли статья майлаштарнӑ чух…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук, «хӑш-пӗрисем» тенӗ чух вӑл Саркайпа Мерчен Мишши пеккисене асра тытать паллах.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Юрӗ, юрӗ, ӳлӗмрен асра тытӑп, ҫакӑнтах картса хурӑп, — ҫамкине пӳрнипе шак-шак-шак шаккарӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Илем» тенӗ чух Достоевский «совӗҫ» сӑмаха та — эс совӗҫе нит тесшӗн-ха — асра тытнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Илем» тенӗ чух вӑл пӗр-пӗр хӗрарӑмпа вӑрман, юхан шыв е каҫхи уйӑх ҫутин илемне кӑна асра тытман-тӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Санран мӗн илтнине асра тытӑп, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшӑп…

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Шухӑшӑр сирӗн ырӑ, ентешӗм, анчах мӑн пуҫлӑхсем институтри юлташӗсене часах манаҫҫӗ-ҫке, парти шкулӗнче пӗрле вӗреннисене кӑна асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех