Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлерӗ (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тулхӑрсах ӗҫлерӗ Славик…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Салтак служби тухсан, Мӗтри Украинӑри пӗр улма-ҫырла совхозӗнче пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Ҫапла, Анатолий Тарасович, ӗнер Самсонов агрегачӗ вӑтӑр гектар акрӗ, — тет хӑй, — малтанхи кунах питӗ лайӑх ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

— «Эсир килте пулманни эрне ҫитрӗ, тепӗр эрне те ирттеретӗр-и-ха кунта?» — тесе калаҫса тӑратчӗ, Ывӑлне салтака ӑсатсан, тепӗр уйӑх пек ҫеҫ ӗҫлерӗ Пахом Петрович тракторпа.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Тӑватӑ ҫул сменщиксӗрех ӗҫлерӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Икӗ сехете яхӑн пӗр канми ӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Информкунӑн 2-мӗш ушкӑнӗ хальхинче Мӑн Ямаш салинче ӗҫлерӗ.

2-я группа Информдня на этот раз работала в селе Большое Ямашево.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Кам пӑчкӑпа, кам пуртӑпа ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Масарсене тирпейлерӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Папа ҫӗре сухаларӗ, мама парник патӗнче ӗҫлерӗ.

Папа вспахал землю, мама занялась парником.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Инессӑн икӗ ҫунат сыпӑнчӗ тейӗн — кухньӑра ури ҫӗре перӗнми пекех хавасланса ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл мӗнпур чун хавалне хурса ӗҫлерӗ, музыка унӑн пурнӑҫӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

…Ҫу каҫиччен вӑл ҫурҫӗр енче вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫлерӗ, кӗр енне вӗсен ушкӑнне хӑма ҫуракан пӗр пӗчӗк завода куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Юлашки ҫулсенче Юрий Скворцов прозаик тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Алексеев Иван СССР, РСФСР тата Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗсене суйланӑ чухне Анат Атӑк ялӗнче агитатор пулса ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Алексеев Иван ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫлерӗ тата обществӑлла ӗҫсене те активлӑ хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Юлашки ҫулсенче Александр Егорович тата музыкӑллӑ драматурги жанрӗпе ҫине тӑрса ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Нумай, пархатарлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ пирӗн юлташӑмӑр, пирӗн тусӑмӑр Алга вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

3 сехет ытла ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Баранкуле ҫитсен Лариса тырӑ йышӑнакан пунктра эрнене яхӑн кӑна ӗҫлерӗ — хӑйне валли столовӑйра вырӑн тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вунвиҫӗ ҫулхискерӗн хӗрарӑм ӗҫне туса пурӑнма лекрӗ: выльӑх-чӗрлӗх пӑхрӗ, кил хуҫи ачисене пӑхрӗ, хирте ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех