Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗсӗклесе (тĕпĕ: ӗсӗкле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑм ӗсӗклесе, куҫӗсене шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук, ачаш чунлӑскер, хӑй те ӗсӗклесе илет, Лисукӗ вара куҫне уҫайми макӑрать…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юнланнӑ йӗпе брюки чӑмӑрккипех ҫара ӳте картласа, ума тытса, Мишша кукаҫ умне чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗм те сасӑпах ӗсӗклесе йӗре-йӗрех:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сасӑпах ӗсӗклесе йӗчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ҫакӑн пек таса юрату ҫинчен эп сана… — каласа пӗтереймесӗр ӗсӗклесе йӗме тытӑнчӗ Роза.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хывӑнмасӑрах вырӑн ҫине ӳксе, хурлӑхлӑн ӗсӗклесе макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ҫумне пырса тӗршӗннӗ икӗ хӗрӗ ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта, алӑк янахӗ ҫине таянса, пӗчӗк чухнехи пек ӗсӗклесе макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасем мар, чуниллисем килнӗ сирӗн пата! — тесе ӗсӗклесе, Хрестук тусӗн мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетӗшӗ: — Вит кӗпӳне, — тесе асӑрхаттарсан ҫеҫ вӑл хӑй ҫине тинкеререх пӑхрӗ те, вӑтаннипе ӗнтӗ, йытӑ ҫурса антарнӑ кӗпипе ӳтне хуплас вырӑнне витрине аллинчен лаштах ӳкерчӗ, икӗ аллипе те питне, куҫӗсене хупласа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнса урама тухрӗ, урапа ҫинчи михӗ ҫине выртса, кӑшкӑрса йӗме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр эсир ҫеҫ ҫӑлма пултаратӑр пире! — ӑша кайнӑ сасӑпа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта та кунта ҫынсем ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсене ӗнтӗ Пинеҫ тем тесен те Эрнепие лӑплантарас тесе каларӗ, анчах вӗсем кинӗн чӗрине йӗп пек чикрӗҫ, вут пек ҫунтарчӗҫ, вӑл вара вырӑн ҫине тӑрса ларса ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чулсем те Хусаншӑн, ӑна ҫав тери тискеррӗн аркатса тӑкнишӗн ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кимӗ ҫинчи хӗрарӑмсем пурте ҫари! те ҫари! ҫухӑрса ӗсӗклесе йӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗри Серебряный князь умне чӗркуҫленчӗ, юри хытӑ ӗсӗклесе тархаслама пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан амӑшӗ патне тата темиҫе хӗрарӑм чупса пычӗҫ, вӗсем те ӗсӗклесе йӗме тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Гриша ҫара кайсанах никамран та хӑрами пулчӗ, — ӗсӗклесе ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тантӑшӗсем апата кайсан, эпӗ вӑл ӗсӗклесе йӗнине илтрӗм.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпӗ кайран ҫӗр ҫине выртсах ӗсӗклесе йӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех