Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗпхӳ сăмах пирĕн базăра пур.
ӗпхӳ (тĕпĕ: Ӗпхӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леонид Васильев шкул сакки хыҫҫӑн Ӗпхӳ хулинчи 5№ професси училищинче каменщик-монтажник профессине алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Чапаев дивизийӗ Ӗпхӳ патне ҫитнӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ патӗнче эпир хӗл каҫа вӑй пухса ларнӑ вӑхӑтра, Колчак аллисене усса ларӗ-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мускава, Питӗре тата пирӗн пата та Ӗпхӳ, Самар кӗпернисенчен пӑравуссем тырӑ турттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш дивизи Ӗпхӳ еннелле ҫав тери хӑвӑрт ҫӗмӗрсе пынине кура, Колчак офицерӗсем хӑраса ӳкнӗ!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— …Ӗпхӳ кӗпӗрнинче сахалтан аллӑ-утмӑл миллион пӑт тырӑ хатӗрленӗччӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ хулли аслӑ урамӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ хули, ун шучӗпе, тахҫанах Хӗрлӗ Ҫар аллинче пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Поезд Ӗпхӳ еннелле тапранма хатӗрленнӗ. Апла ку станци хӗрлисен аллинче», — шухӑшларӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ енчен вӗсен эшелонне хирӗҫ тупӑсемпе кӗрслеттерчӗ..

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтрах Ӗпхӳ кӗпӗрнинче, Пӗкӗлме таврашӗнче, темиҫе миллион пӑт тулӑ ахалех выртать — никама сутма та, ниҫта турттарса кайма та ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ патне Хӗрлӗ Ҫар ҫав тери хӑвӑрт пырса ҫитни ӑна Пушшех шухӑшлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Октябрьти революци хыҫҫӑн Ӗпхӳ кӗпӗрнин Советӗнче эсерсемпе меньшевиксем вӑй илнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ хули Хусан пекех пысӑк мар пулин те, рабочисем сахал мар унта.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтрах тата эшелон хыҫҫӑн эшелон Ӗпхӳ еннелле ирте-ирте каять, ҫар хатӗрӗсемпе пӗрле хӗрлӗ армеецсем уҫӑ вагонсем ҫинчех тӑра-тӑра пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ Эльгеевпа Ундрицов Хусантан ҫул ҫине тухни, анчах тавра кайнӑ пирки Ӗпхӳ хули ҫывхарас вырӑнне кунран-кун аяккалла кӑна куҫса пырать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑҫал Симферополь, Ӗпхӳ, Самар тата Санкт-Петербург хулисене вӗҫевсем йӗркелеме авиакомпанисене явӑҫтарас ӗҫ малалла пурнӑҫланмалла.

В текущем году продолжится работа по привлечению авиакомпаний к осуществлению полетов в Симферополь, Уфу, Самару и Санкт-Петербург и другие города России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ҫак пулӑма Ӗпхӳ хулинче пурӑнакансем тата ҫак регионти тепӗр темиҫе хуларисем сӑнанӑ.

Очевидцами стали жители города Уфы и еще нескольких городов этого региона.

Пушкӑртстанра метеорит ӳкнине курма май пулнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31239.html

Белебей, Чишма, Ӗпхӳ, Уральск хулисем хыҫа юлчӗҫ.

Позади — Белебей, Чишма, Уфа, Уральск.

Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех