Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗкрех сăмах пирĕн базăра пур.
ӗлӗкрех (тĕпĕ: ӗлӗкрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаксем пӗтӗмпех эсир хӑвӑр вун пилӗк ҫул ӗлӗкрех палланӑ, ахаль ҫеҫ палланӑ хӗрарӑма курнӑ пек туйӑннӑшӑн пулса иртмелле!

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Камӑн революцичченхи е граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи кивӗ, тӗсӗ кайса шупкаланнӑ фотоӳкерчӗксене курма тивнӗ, кам нумай ҫулсем ӗлӗкрех ӳкернӗ кинофильмсене курнӑ, аса илӗр-ха!

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов Горький урамӗ ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех мӗнле пулнине пӑхнӑ чух унӑн чунӗ те ыратрӗ, анчах ӑна кӑсӑклансах пӑхрӗ, аса-илӳсем ӑна асаплантарчӗҫ те, савӑнтарчӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗлӗкрех унӑн туссем нумайччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нумай ҫулсем ӗлӗкрех ун алли витӗр тухнисенчен пӗри!

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пекки ӗлӗкрех те пулкаланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫирӗпленнӗ лайӑх йӑла ӗлӗкрех тата пурччӗ-ха: вӗренӳпе сӑнав лаптӑкӗсен конкурсне ирттересси.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

— Акӑ, эп халь Мускавра, метрора, шутламан-туман ҫӗртенех хам вӑтӑр пилӗк ҫул ӗлӗкрех, студент чухне вилесле юратнӑ хӗрарӑма тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Килӗ-ҫурчӗ вӗсен хӑйсен пулнӑ — ӑна Макар Кузьмич пӗр ҫирӗм пилӗк ҫул ӗлӗкрех, хӑй леспромхоз бухгалтерӗнче ӗҫленӗ чух укҫасӑр-мӗнсӗрех майлаштарса юлнӑ, пӗтӗм расхучӗ те директора эрех ӗҫтерни ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Пӗр пиллӗк ҫул ӗлӗкрех Лапшу Ҫтаппанне тӗл пулнӑччӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ӗлӗкрех вӑл Нарспи пирки манран мӗн илтнине сирӗн умӑрта попугай пек пакӑлтатнӑ пулӗччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Театра пӗтерсе хума ӗмӗтленекенсем ӗлӗкрех те пулнӑ, тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӗлӗкрех, ӑна драма театрӗ кӑна тенӗ чухне, чӑваш театрӗ пӗр хут кӑна мар музыкӑллӑ спектакльсем лартса панӑ, ҫавӑнпа пӗрлех артистсенчен чылайӑшӗн музыкӑллӑ пултарулӑх пурри палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӗлӗкрех пулман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗскен кастарнӑ ҫӳҫне вӑл сӑрласа хӑмӑрлатнӑ ӗнтӗ, ӗлӗкрех хайхискер хура ҫӳҫлӗ пулнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Те ӗлӗк-авал, те ҫӗр ҫул ӗлӗкрех темелле ӗнтӗ, — иккӗленчӗ ҫав хушӑра старик.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗлӗкрех эпӗ те, вӗсен пурнӑҫне хам куҫпа куриччен, ҫапла шутлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

И-и-и, ӗлӗкрех Аванкай ҫав тери хаваслӑ ҫынччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗлӗкрех, арҫын ачасемпе выртмана ҫӳренӗ чухне, вӗсемпе пӗрле юланутпа ӑмӑртса чуптарнӑ чухне вӑл ҫак сӑмахсене аса илетчӗ те хӑйне арҫын ача пекех туятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗлӗкрех, Ватрас Ваҫҫи телевизор туянсанах апла марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех